Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ун юратăвĕпе ăшши чи хакли

«Этем пурнăçĕ анне юратăвĕнчен пуçланать», - тесе çырнă аслă вĕрентекен В.Сухомлинский. Анне ăшшипе юратăвне туйса ÿснĕ çын телейлĕ.

Кĕтеснер ялĕнче пурăнакан Зоя Ивановна Никонорова хăйне çав тери телейлĕ çын тесе шутлать, мĕншĕн тесен амăшĕн иксĕлми юратăвĕ вĕсене вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăта тÿссе ура çине тăма пулăшнă. Вăл 1946 çулта Тушкилте çуралнă. Ашшĕ, Иван Александрович, малтан складсен заведующийĕ, унтан сутуçă пулса ĕçленĕ, кайран колхозра вăй хунă. Амăшĕ те, Таисия Михайловна, колхозрах тăрăшнă. Шел, ашшĕ Зоя 6 çулта чухнех çĕре кĕрет. Амăшĕ 5 ачана пĕччен ура çине тăратать. Йывăр хуйхă суранне чăтаймасăр амăшĕ те, Зоя 15-ре чухнех-çке, пурнăçран уйрăлать. Амăшĕн шăпи асламăшĕ çине тиенет. Вăл ачасене йывăр хуйхăпа хуçăлма памасть, вĕсене çав тери юратса пăхса ÿстерет. Ырă кăмăлĕпе тараватлăхĕшĕнех вăл «анне» сăмаха тивĕçет. Ачасем ăна амăшĕ вырăнне хурсах çитĕнеççĕ. Халĕ те Зоя Ивановна: «Асанне пирĕншĕн анне пекех пулнă», - тесе ăшшăн аса илет. Аса илÿ вара Зоя Ивановнăн куçĕнчен куççулĕ те кăларать. Ватă асламăшĕ ачасемшĕн ашшĕпе амăшĕ вырăнĕнче те пулнă. Вăл тăрăшнипех вĕренсе çын пулнă. 10 -мĕш класа 50-мĕш размерлă фуфайкăпа тата 40-мĕш номерлĕ кирзă атăпа шкула кайни нихăçан та асран тухас çук унăн. Анчах тăхăнмалли çук тесе вăтанса ларман Зоя, пĕлÿ илме тăрăшнă. Çав тери çирĕп чунлă та мал туртăмлă хĕр пулса çитĕнет вăл. Вĕреннĕ çын пулас ĕмĕте пурнăçа кĕртетех. Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухсан Тушкил больницинче ачасене пăхса тăракан медицина сестри пулса ĕçлеме тытăнать. Çуллахи каникулта Арапуç больницинче Г.Тимошенко врач патĕнче практикăра пулать. Ĕçлесе илнĕ укçапа хăйне кирлĕ тăхăнмалли япаласем туянать. Çак самант калама çук пысăк савăнăç пулать уншăн. Çын çине тухсан чи малтан мĕн тăхăнни куçа лекет-çке, Зойăн та лайăхрах тăхăнас килнĕ ĕнтĕ. Çитĕнсе çитнĕ çамрăк хĕре каччăсем те куç хываççĕ. Кăмăла лараканни вара Кĕтеснер каччи Николай Никонорович Никоноров пулать. 1964 çулхи июлĕн 13-мĕшĕнче Тикаш ялĕнчи вăйăра паллашаççĕ икĕ çамрăк. Икĕ çул туслă çÿресен, 1966 çулта çамрăксем çемье çавăраççĕ те Шупашкара пурăнма куçаççĕ. Çав çулах мăшăрĕ Н.Никоноров ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрет. Тĕрлĕ сăлтавсене пула унăн тепĕр çулталăкран кăна вĕренме пуçлама тивет. Унччен автобус водителĕнче ĕçлет. Зоя Ивановна резинăпа техника изделийĕсем кăларакан заводăн больницинче медицина сестринче вăй хурать. Çапла вара пĕчĕккĕн çамрăк çемье тĕвĕленсе пурăнма тытăнать. Кĕçех çемьене ачисем пĕрин хыççăн тепри илем кÿме пуçлаççĕ. 1968 çулта - Татьяна, 1974 - Ирина, 1975 çулта Сергей çуралаççĕ. Пĕтĕм чун юратăвне парса ÿстереççĕ Никоноровсем ачисене. Ача-пăча ырра курсан ырă пулса çитĕнет тени те тĕрĕсех пулĕ. Ашшĕ-амăшĕ епле - ачисем те çавăн пекех, улми йывăççинчен аякка ÿкмест теççĕ кун пек чух. Ачисемшĕн нихăçан та пите хĕретме тÿр килмен вĕсен. Шкулта вĕреннĕ чухнех кашни ачи ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулнă. Виçĕ ачи те аслă пĕлÿ илнĕ, Иринăпа Сергей тата тепĕр хут та аслă пĕлÿ илме пултарчĕç, Татьяна Хусанти медицина институтĕнче стоматологи факультетне вĕренсе пĕтерсе Шупашкарти стоматологи поликлиникинче терапевтра ĕçлет. Мăшăрĕпе пĕрле икĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Ира И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пуçламăш класс ачисене вĕрентекен пулма ăс пухать, унтан логопеда вĕренсе тухать. Сергей кооператив институтĕнче малтан экономика, унтан юридици факультечĕсенче пĕлÿ пухнă. Вĕсен пĕр хĕр ача çитĕнет. Вĕсем те ашшĕ-амăшĕн юратăвне пурнăç тăршшĕпех упраса пырса хăйсен ачисене парнелеççĕ.

Çапла вара Зоя Ивановна хăйне чи телейлĕ хĕрарăм тесе шутлать, мĕншĕн тесен унăн юратăвĕ мăнукĕсем çине те куçса малалла савăнăç кăна кÿрессе шанать.



26 ноября 2010
00:00
Поделиться