Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ача сывă пулни - телей

тет районти тĕп поликлиникинче педиатр-врач пулса вăй хуракан Елена Валериевна Васильева. - Ÿт-пÿ сывлăхĕ калама çук пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен унсăрăн наци хăтăлса юласси, демографи лару-тăрăвне тÿрлетесси пирки калаçма йывăр, - пĕлтерет вăл хăйĕн калаçăвне мала тăснă май. 2002 çултанпа вăл педиатр-врач ĕçĕнче вăй хурать. Мĕн ачаранах тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ Елена Валериевна. Çитĕнсе пынă май çак ĕмĕт-тĕллеве пурнăçа кĕртес тесе вăл шкулта лайăх вĕреннĕ. Ăна ăнăçлă пĕтерсен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетне вĕренме кĕрет. «Ачасене юратнипе педиатр пулас ĕмĕте пурнăçа кĕртме тăрăшрăм», - пĕлтерчĕ Е.Васильева. Алла диплом илсен пултаруллă хĕр тÿрремĕнех тăван Вăрмар тăрăхне таврăнать, поселокри иккĕмĕш участокĕн педиатр-врачĕ пулса ĕçлеме тытăнать. 991 ачан сывлăхне тĕрĕслесе, ашшĕ-амăшне кирлĕ канашсем парать пултаруллă тухтăр. Чирлĕ ачасене эмелпе çеç мар, ăшă сăмахсемпе те сиплет вăл. Унпа пĕрлех Ирина Григорьевна Иванова медицина сестри те çамрăк ăрăвăн сывлăхне çирĕплетессипе тăрăшать. «Хальхи вăхăтра çамрăк ăрăвăн сывлăхне тĕрлĕ вирус инфекцийĕ, бронхит чирĕсем хавшатаççĕ пулин те, пултаруллă Е.Васильева педиатрпа И.Иванова медицина сестри вĕсене кĕске вăхăтра сыватма тăрăшаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем тараватлă медицина ĕçченĕсен ĕçĕпе кăмăллă.



30 ноября 2010
00:00
Поделиться