Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Аталанăва пулăшас тĕллевпе

Раççей ял хуçалăх банкĕ - агропромышленность комплексне тивĕçтерекен тĕп кредитпа финанс тытăмĕ. 2000 çулта йĕркеленнĕренпе вăл ял хуçалăхне кредит парса пулăшассипе чи пысăк банксенчен пĕри шутланать. Банк акцийĕсем 100 проценчĕпех патшалăх аллинче. Çавăнпа та вăл шанчăклă банк.

«Раççей ял хуçалăх банкĕ» акционерсен уçă обществи кредитсен программипе килĕшÿллĕн уйрăм çынсене паракан укçа-тенкĕ виçине ÿстерме палăртнă. Ку йышăнупа ялта пурăнакан уйрăм хушма хуçалăх тытакансене пулăшма палăртнă. Пилĕк çуллăха паракан патшалăх процент виçине субсидилемен кредитăн сумми 300 пин тенкĕрен 700 пин тенке çити ÿснĕ. Çавăн пекех уйрăм хушма хуçалăх тытакансене (ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама мар) процент ставкисене субсидилесе 5 çуллăха паракан кредитăн чи пысăк виçине те 700 пин тенкĕ таран ÿстернĕ. Ку кредита ытларах ялти туризма, халăх промыслине, яллă вырăнта суту-илĕве аталантарса ярассине, ял халăхĕн йăла тата социаллă-культурăллă ыйтăвĕсене тивĕçтерессине, çавăн пекех вăрмансенче хăй тĕллĕн ÿсекен улма-çырлана тата ÿсен тăрана пуçтарса хатĕрлессине йĕркелесе яма.

Яллă вырăнсенче газ кĕртес текенсене паракан кредитăн чи пысăк виçине те икĕ хут ÿстерме палăртнă - 300 пин тенкĕ таран. «Кредит Пенсионный» потребительсен тĕллевĕпе паракан кредита 60 пин тенкĕрен 100 пин тенкĕ таран ÿстернĕ.

Ял хуçалăх таварĕсене туса кăларакансене кредит парассине çăмăллатни агропромышленность комплексне аталантарма, чылай йывăрлăхсенчен тухма май туса парĕ. Çавăн пекех ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене уй-хир ĕçĕсене ирттерме, техника туянма паракан тата вăрах вăхăтлăха илекен процент виçине чакарнă. Ака-суха ĕçĕсене ирттерме 90 кунччен паракан кредитăн çулталăкри процент виçи тăххăрпа танлашнă, 91 кунран пуçласа 180 кунччен паракан кредитăн процент виçи 10, 181 кунран пуçласа 1 çулччен параканни 11 процент пулать. Сăмахран, ял хуçалăх техники туянма, выльăх-чĕрлĕх комплексĕ тăвассипе инвестици проекчĕсене хута кĕртме, яллă вырăнта ĕçлесе пурăнакан граждансем валли çурт-йĕр тума, ял хуçалăх потребитель кооперативĕсене паракан кредитсене 13 процентпа (çулталăкне) илме май пур. Раççей ял хуçалăх банкĕн правлени йышăнăвĕпе овердравт йĕркипе паракан кредитсен виçи те 4,25 процент чакса 7,75 юлнă. Çакă вара вăрах вăхăтлăх çĕнĕ проектсене аталантарма çул уçĕ.

Пулăшу предприятисене укçа-тенкĕ енчен ура çинче çирĕпрех тăма, аталанма май парĕ.



30 ноября 2010
00:00
Поделиться