Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хĕрт-сурта шаннипе кил-çурта сыхлаймăн

Иртнĕ çул хваттерсемпе уйрăм çынсен килĕсене çаратса преступлени тунисен анализĕ çакна кăтартса парать. Пĕлтĕр хваттерсемпе уйрăм çынсен килĕсене çаратса 18 преступлени тунă, вĕсенчен 56,3 процентне уçса палăртнă. Виçĕм çул вара çак кăтарту 67,6 процентпа танлашнă.

Хваттерсемпе кил-çуртсене ан çаратчăр тата пурлăха сыхласа хăварас тесен граждансене пурте пĕлекен хăш-пĕр правилăсене тепĕр хут аса илтерес килет: уçăсене кавир айĕнче е «курăнакан вырăнта» ан хăварăр. Почта ещĕкĕнчи япаласене вăхăтра кăларса илĕр. Чартак е тÿпене тухма хăпаракан картлашкана питĕрсе хурăр. Килтен кайнă чухне кантăксемпе форточкăна лайăх хупса хăварăр.

Хăвăрăн хваттере çаратмалла мар тăвăр. Хваттер алăкне лайăх çирĕплетĕр. Май пур пулсан йывăçран е тимĕртен иккĕмĕш алăк лартăр. Кÿршĕсем килĕшсен (планировка май парать пулсан) хваттере кĕрекен площадкăра хушма алăк туни вырăнлă. Алăк çине тĕрлĕрен конструкциллĕ икĕ çăра (касса кĕртсе лартса тата çиелтен) лартăр. Вĕсен хушши 15 сантиметртан кая мар пулмалла. Çывăхрах пулсан алăкăн çирĕплĕхĕ чакать. Çăра суйланă чухне алăкăн пысăкăшне, унăн хулăнăшне тата хăш еннелле уçăлнине шута илĕр. Çăрана лартнă чухне ăна алăк витĕр шăтарса болтпа тата тимĕр накладкипе çирĕплетĕр. Болт пуçне тул енчен çаврăнмалла мар тăвăр.

Уçă мĕн чухлĕ кăткăсрах, çăра çавăн чухлĕ лайăхрах. Çакна ан манăр: 5-7 çултан çăран ĕçлекен механизмĕ çийĕннипе вăл ĕçлеме пăрахать. Çавăнпа та ăна вăхăтра улăштарма тăрăшмалла. Алăка çĕнĕрен шăтарса кĕртсе унăн çирĕплĕхне чакарас мар тесен, малтанхи евĕрлĕ çăра илме тăрăшăр.

Çĕнĕ хваттерте е çуртра пурăнма пуçларăр пулсан çăрасене çийĕнчех улăштарăр. Хваттерсенчи балконсен хÿтĕлĕхне тĕрĕслĕр.

Килтен темиçе куна е уйри участока кайнă чухне çакна пурнăçлама ан манса кайăр: каясси çинчен никама та ан пĕлтерĕр. Чÿречесемпе форточкăсене хупса хăварăр. Почта ещĕкĕ тĕрлĕрен хаçат-журналсемпе ан тулса лартăр тесе мерăсем йышăнăр. Унти япаласене илме тăвансене е шанчăклă кÿршĕсене хушса хăварăр.

Кулленхи пурнăçра çакăн çинчен те манса ан кайăр. Сирĕн хваттере палламан çынсем, коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем, йăлари приборсене юсакан мастерсем кĕреççĕ пулсан, вĕсене хваттерте ирĕккĕн ан çÿреттерĕр, пĕрле çÿрĕр. Хваттер уççисене, укçана, документсене курăнакан вырăнта ан хăварăр. Кантăксем умĕнче ÿсекен йывăçсемпе тĕмсене пăхса тăрăр, вĕсене çÿллĕ ÿсме ан парăр, вуллисене кассах тăрăр. Ют çынсем хваттерте мĕн пуррине ан асăрхаччăр тесен каçхине чÿречесене карса хурăр. Килте упранакан япаласен, хаклă хутсен списоксен номерне тăвăр. Хăш-пĕр хаклă япала çинче номер çуккине асăрхарăр пулсан, ăна паллă тăвăр. Çапла туни преступнике хăвăртрах тупса çаратнă япалана каялла тавăрса пама май парать.

Хваттере е уйрăм çурта çаратасран сыхлас тĕлĕшпе йытă тытни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Йытă тытма май килмесен, хваттере автономлă сигнализаци лартмалла, вăл хваттере ют çын кĕчĕ пулсан сигнал парать. Сирĕн килте телефон пур пулсан, хваттере сыхлама ведомство тулашĕнчи хурал уйрăмĕпе килĕшÿ тăвăр. Шанчăксăр çынна лайăх пĕлмесĕр хваттерте пурăнма ан илĕр. Палламан çынсем сире ырă ĕç туса парас тата эрех ĕçтерес теççĕ пулсан, хăвăрăн хваттере е киле илсе ан пырăр. Статистика кăтартнă тăрăх, çакă нихăçан та ырăпа вĕçленмест: е вăрлаççĕ, е çаратса тухса каяççĕ, тепĕр чухне татах пысăкрах инкек туса хăвараççĕ.

Хăшĕ пĕри каллех вĕрентеççĕ тейĕ, тепри пирĕн хваттертен нимĕн вăрламалли те çук тесе калĕ. Çапах та вăрă пушă алăпа хваттертен тухса кайманнине пурте ăнланатпăр. Çавна май «Сыхлакана Турă сыхлать» ваттисен сăмахне тĕпе хурса пурăнсан питĕ вырăнлă пулмалла.



30 ноября 2010
00:00
Поделиться