Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тăрăшсан ăнăçу пулатех

Суту-илÿ çыннисем паян йышлă. Пĕрисем пĕр çĕрте йÿнĕрех хакпа туянса тепĕр çĕрте хака ÿстерсе сутаççĕ. Хăйсен продукцине туса кăларса сутакансем, ялта бизнес йĕркелесе яракансем сайра.

Темиçе лавкка хуçи, паллах, суту-илÿ урлă укçа аван ĕçлесе илмелли пулнине ăнланнă ĕнтĕ. Çапла иккĕленнĕ, нумай шухăшланă, çынсемпе калаçнă хыççăн хăй ĕçне пуçарса яма вăй-хал çитернĕ Александр Анатольевич Белов. «Çуллахи шăрăх вăхăтра районта лимонад ыйтакан нумайччĕ. Çавăн чухне çуралчĕ те пылак шыв-лимонад туса кăларасси», - каласа парать Александр.

1977 çулта Мăнçырма ялĕнче çуралнă, ялти шкулта вĕреннĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен физкультурăпа воспитани факультетне вĕренсе пĕтернĕ, салтак ретĕнче те пулнă вăл. Халĕ те Мускаври Патшалăх уçă университечĕн Шупашкарти филиалĕнче юрист специальноçне алла илме хатĕрленет. Çапла «Май» тулли мар яваплă общество директорĕ те, юрисчĕ те вăл. Çак предприятие пуçарса ярас ĕç 2007 çулта вăя кĕме пуçланă. Пурăнмалли икĕ хутлă пысăк çуртпа юнашарах лимонад туса кăлармалли тепĕр икĕ хутлă цех хăпартса лартнă. Кунта Мускавран илсе килнĕ паянхи кун ыйтакан оборудовани вырнаçтарнă. Цех пĕтĕмĕшле 2009 çулта ĕçлесе кайнă.

Республикăри тĕрлĕ районсенчен, хуласенчен килсе туянаççĕ продукцие. Çуллахи вăхăтрипе, паллах, хальхине танлаштараймăн. Çулла ĕç калăпăшĕ питĕ пысăк. Коллектив 8 çынран тăрать. Çапла ялта пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç вырăнĕсем те йĕркелесе янă Александр Анатольевич. Халĕ кунта ытларах заявкăсемпе ĕçлеççĕ. Нумай пулмасть пултаруллă çамрăк пысăк склад тумалли ĕçе пуçăннă, кунта вăл чĕртавар тата хатĕр продукцие упрама хатĕрленет. Мăшăрĕпе, Натальăпа, икĕ ывăл çитĕнтереççĕ вĕсем - Федьăпа Женьăна. Тăрăшсан, пуçа шухăшлаттарса ĕçлесен ăнăçу пулатех. Малашне те çамрăкăн ĕçĕ аталанса кал-кал пытăр.



30 ноября 2010
00:00
Поделиться