Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тайма пуç, юратнă аннесем

Тĕнчере мĕн пурри пĕтĕмпех аннесен ĕçĕпе, вĕсен тавракурăмĕпе пуçланса кайнă. Телейлĕ ачалăха, çемьери телее пĕтĕмпех аннесем тытса пыраççĕ. Анне! Тĕнчери чи çепĕç сăмах. Анне! Кашни çыннăн вăл пĕрремĕш сăмахĕ. Аннесенчен пурнăç пуçланать, мĕн чухлĕ çепĕçлĕх, ырăлăх, ăнланни, каçарни аннесенче. Сăрт-ту çинче пурăнакансем çапла каланă: «Ашшĕ çук пулсан - çурма тăлăх, амăшĕ çук пулсан, тулли тăлăх». Вырăс писателĕ М.Горький çапла каланă: «Пĕтĕм савăнмалли, мухтанмалли аннесенчен. Хĕвелсĕр чечек ÿсмест, юратусăр телей çук, хĕрарăмсăр юрату çук, аннесемсĕр поэт та, паттăр та çук», - тенĕ. Энтриялĕнчи Культура çуртне ноябрĕн 26-мĕшĕнче халăх йышлă пухăнчĕ. Амăшĕн кунне халалласа кунта чаплă концерт пулса иртрĕ. Концерта хатĕрлесе тата ертсе пыраканĕ ялти вулавăш ĕçченĕ З.Григорьева пулчĕ.

Юрăсем пĕрин хыççăн тепри аннесене халалласа, савса, мухтаса шăранчĕç. Халăх Н.Кузнецовăн хаваслă такмакĕсене, Н.Ефимова юрланă «Тăвансене», «Юратнă савниçĕм» ятлă юррисене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Стасикпе Настя Галкинсем «Анне» ятлă юрра илĕртÿллĕн юрларĕç.

Ялти Культура ĕçченĕсемпе пĕрле ялти ача-пăча садĕнче ĕçлекен Т.Иванова, лавккара ĕçлекен З.Григорьева, медпунктра вăй хуракансем Е.Романова, А.Николаева, çамрăк предприниматель Н.Ерукова хăйсен пултарулăхĕпе халăха савăнтарчĕç.

Амăшĕн кунĕнче 80 çулхи юбилейпе ялти хисеплĕ ĕç ветеранне Федосия Михайловна Виноградовăна чысларĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Яковлев Тав çырăвĕ парса хавхалантарчĕ, культура ĕçченĕсем чĕрĕ чечек çыххи тата парне кÿчĕç. Ватă хĕрарăмăн куçĕсем шывланчĕç, хăйне хисеп тунишĕн савăннине пĕлтерчĕ вăл.

Çак чаплă концертпа ноябрĕн 28-мĕшĕнче Шутнерпуç ялĕнчи аннесене саламларĕç.

Халăх кăмăллă юлчĕ, малалла та çакăн пек концертсем кĕтнине пĕлтерчĕ.



30 ноября 2010
00:00
Поделиться