Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ăс-хакăлпа чăтăмлăх - пурнăçри тĕп шăнăр

Çакă вара хĕрарăмсенче чи нумаййи. Вĕсем пуррипе ытларах пурнăç тытăнса тăрать. Çавăнпа та районти хĕрарăмсен Канашĕн ларăвĕнче тухса калакансем те ытларах хĕрарăмсен ăс-хакăлĕпе чăтăмлăхĕ пирки калаçрĕç. Ларăва районти хĕрарăмсен Канашĕн председателĕ Г.Петрова уçрĕ, Амăшĕн кунĕ ячĕпе пурне те саламласа кăçал çак кунччен мĕнле ĕçсем пурнăçланипе кĕскен паллаштарчĕ тата малашнехи плансем çинче чарăнса тăчĕ.

Лару Амăшĕн кунĕпе тĕл килнипе пулĕ, сăмах ытларах ача амăшĕсем пирки пычĕ. Ача çемьере хĕн-хур курса ан пурăнтăр, ашшĕ-амăшĕсем хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçлаччăр тесе тухса каларĕ район прокурорĕн заместителĕ Г.Демьянов пурнăçра тĕл пулакан пулăмсемпе тĕслĕхсем илсе кăтартса.

Ачасене тĕрĕс воспитани парассипе çемьере амăшĕ тĕп вырăн йышăннине çирĕплетсе каларĕ Мăнçырмари Тихвински Турамăшĕн Турăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид Ермолаев.

«Хĕрарăмсен ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ те пархатарлă, ача амăшĕсен вара питех те яваплă. Вĕсем хăйсен тĕпренчĕкĕсене çĕршыва, çынна юрăхлă çитĕнтерес тесен сахал мар вăй хумалла. Анчах та хăшĕ-пĕрисем темшĕн çакна ăнланасшăн мар, çемьере ачасене терт-нуша кăтартаççĕ. Кун пек çемьесем пирки районта çийĕнчех кирлĕ мерăсем йышăнаççĕ: хăшĕсене, шел пулин те, ашшĕ-амăшĕн правинчен те хăтарма тивет. Кун пеккисем, сахал пулин те, тупăнаççĕ, ачисене урăх çемьесене вырнаçтараççĕ. Тепĕр çемьери хĕрарăм-амăшĕ вара вĕсене тăван ачисене пăхнă пекех ачашласа çитĕнтерет. Пархатарлăх мар-и-ха ĕнтĕ çакă. Çĕр çинче ырă çынсем кăна пулччăр тесе пĕрле тăрăшса ĕçлесен кăна пирĕн обществăра ачисене пăрахса хăваракансем сахалтарах пулĕç», - терĕ райадминистрацин культура тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ И.Дмитриева Амăшĕ кунĕ ячĕпе ăшшăн саламласа. Çавăн пекех уяв ячĕпе «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн ĕç тăвакан комитетăн руководителĕ В.Макарова саламларĕ. Педагогика ĕçĕнче нумай çулсем ырми-канми ĕçленĕскер ачасемшĕн амăшĕ мĕн тери хаклă пулнин пĕлтерĕшĕ пирки кĕскен чарăнса тăчĕ.

Районти тĕп библиотекăра ĕçлекенсем «Хĕрарăма мухтатпăр» электронлă презентаци кăтартрĕç. Унта районта ачасене вĕрентес ĕçре нумай çулсем ĕçленĕ Роза Николаевна Григорьева вĕрентекен çемйин кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки пычĕ.

Е.Левина библиотека ĕçченĕ вулав залĕнчи периодика изданийĕсемпе паллаштарни пурне те интереслĕ пулчĕ. Юлашкинчен шкул ачисем уяв ячĕпе концерт кăтартрĕç.



03 декабря 2010
00:00
Поделиться