Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ачасем – малти вырăнта

Райадминистраци çумĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин иртнĕ черетлĕ ларăвĕнче 2007-2010 çулсенче районта ку енĕпе ятарлă программа еплерех пурнăçланса пынипе паллаштарнă район администрацин пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов. Консультаципе диагностика центрĕ те çак программăпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пырать. Вĕсен тĕп тĕллевĕ çул çитмен ачасен пурнăçне лайăхлатасси, йĕркене ан пăсчăр тесе тăрăшасси. Çак тĕллевпех Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам, Арапуçĕнчи тата Урнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти представительсем тухса калаçнă. Çавăн пекех ларура административлă право йĕркисене пăснă Кĕтеснер, Çĕнĕ Кинчер, Арапуç, Çитмĕш, Ямпай ялĕсенчи хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕсене пăхса тухнă, явап тыттарнă.



03 декабря 2010
00:00
Поделиться