Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хăйсен вăйне шанса ĕçлеççĕ

«Ялти нÿхреп» маркăпа тухаççĕ Куславкка районĕнчи В.Семенов фермер хуçалăхĕнчи пахча çимĕç продукчĕсем. Ку хуçалăх 1999 çултанпа ĕçлеме тытăнса пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн атланса пырса районта, республикăра тата пĕтĕм çĕршывĕпех палăрма ĕлкĕрнĕ. Никам çине те шанмаççĕ вĕсем, хăйсен вăйне шанса ĕçлеççĕ.

Ÿркенменскерсене Турри те пулăшсах пырать пулĕ. Çĕр улми, купăста, хăяр тата ытти тĕрлĕрен пахча çимĕç туса илеççĕ хуçалăхра. Туса илеççĕ кăна мар, çынна кăтартмалăх та, сутмалăх та çителĕклех. Ăçта вырнаçтармалла-ши тесе хуйхăрса лармасть ĕçчен те вăр-вар фермер, майне тупса халăха ĕçлеттерме пĕлет. Купăстине, хăярне ĕлĕкхи майпа йÿçĕтеççĕ, тăварлаççĕ. «Республикăра иртекен тĕрлĕрен уявсене хăйсен таварĕсемпе хутшăнсах тĕнчипе палăрма пултарчĕç», - теççĕ вĕсем пирки. Апла-и, капла-и - ăна вĕсем хăйсем кăна пĕлеççĕ. Юлашки вăхăтра купăстана мухтаса ятарласа фестиваль ирттерессине йăлана кĕртсе ячĕç. Кăçал вăл ноябрĕн 19-мĕшĕнче иртнĕ. Унта хăйсен районĕнчен кăна мар, юнашарти ытти республикăсенчен те чылайăн пухăннă, çав шутра пирĕн район представителĕсем - район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пыракан пĕр ушкăн - çитсе курнă, вĕсен тĕслĕхне хамăр районта аталантарса ямаллине палăртнă. Унсăр пуçне «Поддержка» патшалăх страхлакан компанин пирĕн районти представительствин коллективĕн (начальникĕ В.Московкин) пĕр ушкăнĕ - Л.Соборова, З.Егорова, В.Сергеева хăйсен юрри-ташшисемпе кÿршĕсене кайса савăнтарнă. Вĕсем купăстана мухтаса такмаксем юрласа конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăнса укçан преми тата Диплом илме тивĕçлĕ пулнă. «Поддержка» патшалăх страхлакан компани яланах çĕр ĕçченĕсемпе пĕрле: ĕçре те халăхпа, уявра та вĕсемпе юнашар», - тет районти представительствăн начальникĕ В.Московкин.



03 декабря 2010
00:00
Поделиться