Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хĕл хăй вăхăчĕпе килчĕ

Иртнĕ кунсенче çил-тăман тухса урамсене, çул-йĕре хÿсе лартрĕ. Çавна май çул-йĕр ĕçченĕсем валли çанă тавăрса ĕçлемелли вăхăт çитрĕ.

Хальхи вăхăтра республика пĕлтерĕшлĕ тата муниципаллă çул-йĕрсене юртан тасатассипе «Чăвашавтодор» акционерсен уçă обществин Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство участокĕ пысăк тăрăшулăх кăтартать. Кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕнче ирхине 4 сехетрен пуçласа 10 техника çулсене юртан тасатнă. Н.Иванов, Г.Варфоломеев, Б.Савельев, А.Иванов, С.Белов, А.Сидоров водительсем, А.Артемьев, Н.Муланов, С.Федотов трактористсем ĕçе кĕске вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçларĕç. А.Антонов погрузчикпе тăварпа хăйăр хутăшĕ тиерĕ. Вĕсене пăрлак çанталăкра çулсене сапса тăчĕç.

Кашни çулах хĕллехи вăхăтра ялсенчи урамсене юртан тасатса тăрассипе кашни ял тăрăхĕн администрацийĕ вырăнти фермерсемпе, уйрăм çынсемпе, çул-йĕрĕн Вăрмарти юсавпа строительство участокĕпе килĕшÿ тăвать.

«Кăçал республика тата район бюджечĕсенчен çул-йĕрсене пăхса тăма пурĕ 10 миллион та 42 пин тенкĕ уйăрнă. Вĕсенчен 9 миллион та 227 пин тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçланă. Çулталăк вĕçĕччен çулсене юртан тасатса тăма укçа-тенкĕ çителĕклĕ», - терĕ райадминистрацин строительство тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А.Тихонов.

Вăрмар районĕнчи «Урмарыводхоз» муниципаллă унитарлă предприяти поселокри урамсене юртан тасатассипе чылай ĕçсем туса ирттерчĕ. Кунти икĕ техника тата 6 çын урамсене тирпей-илем кÿчĕç.



03 декабря 2010
00:00
Поделиться