Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

РФ Президенчĕ Федераци Канашне Çыру янă

Д.Медведев Президент ноябрĕн 30-мĕшĕнче Мускаври Кремлĕн Пысăк керменĕн Георгий залĕнче иртнĕ Федераци Канашне янă Çырупа паллаштаракан мероприятие ЧР Президенчĕ М.Игнатьев, Чăваш Енри РФ Патшалăх Думине суйланнă депутатсемпе Федераци Канашĕн членĕсем хутшăннă.

Раççей патшалăхĕн пуçлăхĕн Çырăвĕнче çитес ăрусемшĕн тăрăшас шухăш тĕпре тăнă.

Президент çамрăк тата нумай ачаллă çемьесене патшалăх енчен çителĕклĕ пулăшу кÿмеллине, пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕ уйрăмах çивĕч тăнине палăртнă. Дмитрий Анатольевич çак категорири çынсене çурт-йĕр сертификачĕпе тивĕçтермелли тата амăшĕн капиталĕпе усă курма ирĕк паракан программăсене çитес çултан анлăлатма сĕннĕ. Вăл сывă пурнăç йĕркин пахалăхĕн аталанăвĕшĕн тăрăшмалли çинче чарăнса тăнă. «Ку ачасене кăна пырса тивмест, аслисен хăйсен ырă тĕслĕх кăтартмалла», - тенĕ Д.Медведев çĕршывра пурăнакан çынсен 80 проценчĕ физкультурăпа та, спортпа та кăсăкланманнине палăртса. Пирус туртакансен йышĕпе вара эпир ыттисенчен чи малти. Çитменнине - табака çăвара хыпакансемпе эрех ĕçекен çынсен ÿсĕмĕ çамрăкланса пырать. Çавна май Президент çул çитмен çамрăксене эрех сутакансене çирĕп явап тыттарасси, уголовлă ĕç пуçарасси таранах асăрхаттарнă.



03 декабря 2010
00:00
Поделиться