Вĕреннин пĕлтерĕшĕ пысăк
Раççей Пенси фончĕн районти управленийĕн коллективĕ çулталăка ăнăçлă вĕçлес енĕпе тĕрлĕрен мерăсем йышăнать. Çавна май, пенсин страховани взносĕсене вăхăтра хывччăр тесе тĕрлĕ структурăсен руководителĕсемпе семинарсемпе канашлусем тăтăшах ирттерет.
Ку хутĕнче управлени ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене: А.Агеева (Арапуç), И.Яковлева (Энтрияль), В.Борцова (Кĕлкеш) тата О.Иванова (Энĕшпуç) тата çав ял тăрăхĕсенчи специалистсене пухрĕ. Семинара управлени пуçлăхĕ Г.Усков уçрĕ. Унтан сăмаха Л.Максимова специалист-эксперта пачĕ.
- 2010 çулта предпринимательсен взноса çулталăкри страховани хакне тĕпе хурса Пенси фондне, обязательнăй медицина страхованийĕн федераци тата территори фончĕсене тÿлемелле. Çулталăкра страховани хакĕн виçи уйăхри чи пĕчĕк ĕç укçине тата патшалăхăн бюджет тулашĕнчи фондне куçармалли тарифне 12 уйăхшăн хывнă суммипе танлашать.
Кăçал РФ Пенси фончĕн бюджетне куçармалли взнос ставки - 20, обязательнăй медицина страхованийĕн федераци фондне - 1,1, территори фондне хывмалли - 2 процент. Уйăхри ĕç укçин чи пĕчĕк виçи - 4330 тенкĕ. Взноса пĕтĕмпех е пайăн кăçалхи декабрĕн 31-мĕшĕччен кашни фонда уйрăммăн куçармалла. Çак срок иртсен парăма саккун йĕркипе шыраса илеççĕ тата пени тÿлеттереççĕ, - терĕ Людмила Леонидовна.
Н.Никитин специалист состраховани йĕркипе паллаштарчĕ. Ку енĕпе районти лару-тăру çинчен каласа пачĕ. Унтан О.Семенова тĕп специалист-эксперт сăмах илчĕ. Вăл амăшĕн капиталĕпе мĕнле усă курмалли çинчен ăнлантарса пачĕ. Управленин пай начальникĕ В.Капитонов тата И.Николаев аслă специалист пенси çинчен калакан Федераци саккунĕсемпе паллаштарчĕç. Управлени пуçлăхĕпе специалисчĕсем ыйтусем çине тулли хуравсем пачĕç. Семинар икĕ еншĕн те усăллă пулчĕ.