Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Юбилей каçĕнчи асаилÿсем

Нумаях пулмасть Шăхаль шкулĕн 165 çулхи юбилейне паллă турĕç. Кунтан тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисем Культура çуртне йышлăн пухăнчĕç.

Шкул директорĕ А.Мирошкина залри халăха шкул пурнăçĕпе, ÿсĕмĕсемпе паллаштарчĕ. Чăнах та çĕршывĕпе, тĕнчипе паллă сахал мар çын вĕренсе тухнă кунтан. Акă К.Элле профессор, этнограф, А.Федоров, Байконурти космос карапĕсене уçлăха вĕçме хатĕрлекен центрăн тĕп инженерĕ, Б.Яковлев наука докторĕ, С.Данилов, В.Андреев - доцент-ученăйсем, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ тата халăх артистки Г.Пуклакова, РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Иванов, Г.Чернов, А.Хованский - ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем , Н.Пуклаков паллă спортсмен, самбо енĕпе вуншар спорт мастерĕсене, тĕнче шайĕнчи ултă спортсмена хатĕрлекен, Киргизи çĕршывĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ Н.Михайлов, Н. Яндутов ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, республикăри çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пайĕн начальникĕ М.Пуклаков, Раççейри халăха çутта кăларас ĕçĕн отличникĕсем - Р.Чернова, Р.Андреева, Р.Биктимирова тата Шăхальтен вĕренсе тухнă нумай-нумай паллă çынсем хăйсен аслă шкул хыççăн илнĕ специальноçĕпе çĕршывăн тĕрлĕ вырăнĕсенче тивĕçлипе, чун-хавала парса ĕçленипе шкул ятне ямасăр вăй хураççĕ.

Юбилее килнĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, хăйĕн педагогика ĕçне Шăхальти вăтам шкулта пуçлаканĕ, калаçăвĕнче ку шкул паян та пурнăçпа тан утса ÿсĕмсем туни, конкурссенче çĕнтерни çинче чарăнса тăчĕ, район администрацийĕн Хисеп грамотипе пысăк парнине, шкул директорне тата ĕçре çитĕнÿсем тунă педагогсене Тав тата Хисеп хучĕсем пачĕ. Педагогика ветеранĕсем, ял ĕçченĕсем темле йывăрлăхра та çĕнĕ шкула хута яма пулăшнă, маларахри тапхăрта кунта шкул директорĕнче вăй хунă Г.Чернова чĕререн тав турĕç, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунчĕç.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Семенов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем М.Пуклаков, Н.Зайцев, поэт-композитор Н.Иванов, РФ халăха çутта кăларас ĕçĕн отличникĕсем - Р.Андреева, Р.Чернова саламлă калаçăвĕсенче тăван шкулта хăйсене вĕрентекенĕсене ырăпа асăнса парнесем пачĕç.

Сценари тăрăх хатĕрленĕ концерта пултаруллăн В.Адякина, баянпа выляса С.Долгова ертсе хавхалантарса пычĕç, юбилей концертне Шупашкартан килнĕ эстрада юрăçисем те илемлетрĕç. Хальхи тапхăрта та Шăхаль шкулĕнче чун хавалне парса ĕçлекенсем сахал мар. Акă - А.Горбунов, район, республика конкурсĕсен çĕнтерÿçи, Раççейĕн вĕрентÿпе наука министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ пултаруллă педагог. Çак грамотăсенех кунти шкул директорĕ А.Мирошкина, Г.Трофимова, В.Иванова, Н.Скворцова ĕçченсем те тивĕçнĕ. Апла пулсан шкул тĕрĕс çулпа тухăçлă ĕçлесе утать. Ÿсĕмсем, сулмаклă утăмсем, вĕренÿре хальхи тапхăрти çĕнĕлĕхе пархатарлăн туса пыма вăй-хал сунас килет.



03 декабря 2010
00:00
Поделиться