Ачасен шăпишĕн аслисен яваплă пулмалла
«Пĕр çын вилни - вилĕм, икĕ миллион çын вилни - статистика кăна», - тенĕ паллă писатель Эрих Мария Ремарк. Раççей çул çинчи аварисенче çулталăкне пĕр хула пурăнмалăх çын çухатать. Официаллă çăл куçсем пĕлтернĕ тăрăх, çул çинчи пăтăрмахсенче 33 пин çын пурнăçĕ татăлать, 285 пине яхăн çын аманать. Юлашки çулсенче, шел те, çул çитмен ачасем тĕрлĕ сăлтавсене пула çул çинче аманнă е вилнĕ тĕслĕхсем те йышланса пыни сисĕнет. Раççейре кăçалхи 11 уйăхра çул-йĕр çинчи пăтăрмахсене пула 700 ытла ача пурнăçран уйрăлнă.
Пирĕн районта кун пек тĕслĕхсем кăçал пулман, ан та пултăрччĕç. Мĕншĕн илтĕм-ха асăннă тĕслĕхсене; Сăлтавĕ акă мĕнре: Çĕнĕ Кавал ялĕнче пурăнакансене тахçантанпах шухăшлаттаракан пĕр ыйту канăç памасть. Вĕсем машинăсем çÿрекен çул айккипе çуран çÿрекенсем валли тротуар сарма ыйтаççĕ. Çак çулпа шкула çул çитмен ачасем те йышлăн çÿреççĕ. Шкула кайнă е килнĕ чухне шăпăрлансем час-часах хăйсем тĕллĕн кăна килĕсене асăннă çулпа каяççĕ. Çакă çул çинче хăрушлăх та кăларса тăратма пултарать, теççĕ аслисем. Ку ыйтăва иртнĕ çулсенче «НЕФТЬ – ТРЭВЕЛ» тулли мар яваплă общество уçăлсан татса пама шантарнăччĕ. Тепĕр майлă каласан, вĕсен асăннă çул хĕррипе тротуар сармалла пулнă. Анчах та кăçал ку ĕç пурнăçа кĕреймерĕ. Сăлтавне вара райадминистрацин строительство тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕнчен А.Тихоновран ыйтса пĕлтĕмĕр. Вăл çапла хуравларĕ: «НЕФТЬ - ТРЭВЕЛ» тулли мар яваплă общество нумаях пулмасть кăна уçăлнă май, çÿлерех асăннă ĕçсене пурнăçласа ĕлкĕреймерĕ. Тротуар сармашкăн вĕсем хăш-пĕр строительство материалĕсене туяннă. Çитес çул ку енĕпе ĕçсем туса ирттерме палăртнă».
Аякри ялсенчи çамрăк ăрăва шкула çÿремешкĕн ятарласа республикăра «Шкул автобусĕ» программа ĕçлет. Унпа килĕшÿллĕн районти тĕрлĕ ялсенчен Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкула ачасене шкул автобусĕсемпе турттараççĕ. Çĕнĕ Кавал ял ачисене (пурĕ 49 ача) шкул автобусĕпе асăннă шкула илсе çÿреме май çук-ши тесе ыйтаççĕ ашшĕ-амăшĕсем. Сирĕн ыйтăва туллинрех хурав парас тĕллевпе Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкул директорĕпе Л.Петровăпа çыхăнтăмăр. Вăл çапла хуравларĕ: «Шкул автобусĕ» программăпа килĕшÿллĕн район центрĕнчен виçĕ е ытларах километрта вырнаçнă ялсенчен ачасене илсе çÿреме ирĕк пур. Çĕнĕ Кавал ялĕ район центрĕпе çывăх пулнăран кунти ачасене шкул автобусĕпе илсе çÿреме май çукрах».
Юлашкинчен çакна палăртмалла: çул çинче инкек-синкек ан пултăр тесен ашшĕ-амăшĕсен ачисене яваплăрах пулма вĕрентмелле, шкулта çул-йĕр правилисене вĕрентессипе занятисем ытларах ирттермелле, тимлĕхе çухатмалла мар.