«Хура ылтăн» уçлакан
Çакăн пек ывăл çуратса ÿстернĕ Çитмĕш ялĕнчи Павловсем: ашшĕ Григорий Павлович, амăшĕ - Елена Ивановна. Ялта ятлă-сумлă çынсем вĕсем. Мĕн пенсие тухичченех ялта тĕрлĕ вырăнсенче ĕçлесе пурăннă. Хуçалăх кĕрлесе тăнă вăхăтра Григорий Павлович бригадирта нумай çулсем вăй хунă, заправщикра, складсен заведующийĕнче те ĕçленĕ. Елена Ивановна хуçалăхра пĕр вăхăт бухгалтерта тăрăшнă хыççăн ялти клуб заведующийĕнче, унтан ялти лавккара ĕçленĕ. Пур çĕрте те яваплăха туйса тăрăшнă Павловсем. Ачисене те мĕн пĕчĕкренех хăйсем пек сăпайлă. Çынна хисеплеме, яваплăха туйма вĕрентсе ÿстернĕ. Йышлăн пулнă вĕсем - улттăн. Юрий вара, çемьере виççĕмĕш ачи, ывăлсенчен чи асли. Хальхи вăхăтра Аякри çурçĕрте «Сургутнефтегаз» предприятинче «хура ылтăн» уçлакан çĕрте мастерта вăй хурать.
Ял шкулĕнчи пуçламăш класа пĕтерсен Юрий Кĕлкешри вăтам шкултан вĕренсе тухать. Водитель правине район центрĕнчи ДОСААФ автошкулĕнче вĕренсе илет те юнашар ялти «Прогресс» совхозра водитель пулса вăй хурать. Салтак ячĕ тухсан Тăван çĕршыва сыхлама тухса каять. Икĕ çул хĕсметре пулнă хыççăн тăван киле таврăнать. Нумайччен ĕçсĕр çÿремест çамрăк каччă, аякри Сургута тухса каять. Ĕçчен чăваш каччи кунта хăйне ырă енчен кăна кăтартать. Малтанах нефть кăларнă çĕрте операторта вăй хурать. Хăй ĕçĕнче ăста специалист ĕçленĕ хушăрах вĕренсе аслă пĕлÿ илет. Алла диплом илсен ăна тÿрех мастера лартаççĕ, яваплă ĕç шанса параççĕ. «Нефть Приобья» хаçат корреспонденчĕ те пирĕн ентешĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки пĕр пысăк статьяра пичетлесе кăларать. Унта çапла çырнине вулама пулать: «Рогожниковска 15 кунлăха ĕçлеме яраççĕ Юрий Григорьевича. Ĕç вырăнĕ килĕшнипе çакăнтах ĕçлеме юлать. Çемье çавăрса мăшăрĕпе пĕр ача çитĕнтереççĕ. Ростехнадзорăн аслă инспекторĕ В.Жоров палăртнă тăрăх, Ю.Павлов мастер ĕçлекен вырăнта черетлĕ тĕрĕслÿре пĕр йăнăш та тупăнмасть, пурте вырăнта, йĕркеллĕ. Çакăнта цеха ертсе пыракансемпе Юрий Павлов мастерăн ĕçĕ те палăрнă. Рогожниковскри нефть кăларакан вырăн куç умĕнче аталанса пынинче Юрий Григорьевичăн тÿпи питех те пысăк. Вĕсем паянхи куна 24 кустра нефть уçлаççĕ, кашнинче - 20 -шер скважина. Çак ĕçре 23 операторпа пĕрле Ю.Павлов мастер вăй хурать. Рогожниковскри нефть кăларакан çĕрте вĕсен кусчĕ чи лайăх ĕçлекеннисенчен пĕри», - тесе çырнă хаçатра. Ентеше 20200 тиражпа çапăнакан хаçатра çапла ырласа çырни пирĕн кăмăла та çав тери çĕклентерсе ярать. Эпир хамăрăн ентешĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, унăн ашшĕ-амăшĕпе, пĕр тăванĕсемпе пĕрле чăннипех те мухтанма пултаратпăр.