Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Л.Ломоносова, культура çурчĕн директорĕ.

Пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем ялсенче уçăлни хăйсем пурăнакан вырăнтах врачăн паха пулăшăвне илме май парать. Район центрĕнчен аяккарах вырнаçнă ялсенче вăл уйрăмах кирлĕ. Çавна май Кĕтеснерти фельдшерпа акушер пунктне çĕнетес ĕç пычĕ. Ăна пурнăçлаканĕ: «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи. Кунти М.Данилова, В.Громова, С.Олеванова, С.Иванова штукатур-малярсем шалти ĕçсене кĕске вăхăтра пурнăçларĕç. В.Викторов, В.Григорьев, О.Некрасов тата С.Дубровский çуртăн çивиттине витрĕç, пластик чÿречесем лартрĕç. Шалта пÿлсе 8 пÿлĕм тунă. Маччана тата урайне çĕнĕрен сарнă. П.Григорьев сантехник шыв кĕртессипе чылай ĕçсем турĕ. Халĕ асăннă çурт çемье врачĕн офисĕ пулса тăчĕ. Çакăнта 10-мĕш номерлĕ Кĕтеснерти пĕр мандатлă суйлав округĕн депутачĕн Надежда Илариевна Васильевăн тÿпи пысăк. Вăл тăрăшнипе пирĕн фельдшерпа акушер пункчĕ çемье врачĕн офисĕн статусне илме пултарчĕ.

«Чăваш Республикинче ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласси çинчен» Указа пурнăçласа асăннă ял тăрăхĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ программăсене ăнăçлă пурнăçласа пырать.



07 декабря 2010
00:00
Поделиться