Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Юрла-юрла пурăнмалла пултăр

Амăшĕн кунне хăйне евĕрлĕрех ирттерес тесе эпир, Тикашри культура çурчĕ çумĕнчи ачасен пултарулăх ушкăнĕпе пĕрле, кăçал кăна ачасем çуралнă çемьесене çитсе çамрăк амăшĕсене парнесем патăмăр. Чи малтан Татьянăпа Михаил Ивановсен çемйинче пултăмăр. Вĕсен çут тĕнчене тин кăна Кристина ятлă хĕр ача килнĕ. Унтан Алинăпа Алексей Ивановсен çемйине çул тытрăмăр. Кунта та кăçал хĕр ача - Ника - кун çути курнă. Парнисем пысăках мар, анчах çемьере кирлĕ пулаççĕ пуль терĕмĕр: юрăсен компакт дискĕ (юрла-юрла, ватăлмасăр пурăнччăр), «Растем вместе» журнал (унта ача-пăчана тĕрĕс-тĕкел те сывлăхлă пăхса ÿстерессипе çыхăннă материал питĕ нумай).  



07 декабря 2010
00:00
Поделиться