Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çÿрен каска якалать

Эпир, Тикаш шкулĕнче 7, 8, 9 классенче вĕренекенсем, Шупашкар хулинче экскурсире пултăмăр. Малтанах учколлектора кĕрсе хамăра кирлĕ кĕнекесемпе вĕренÿ хатĕрĕсем туянтăмăр. Интереслĕ те пирĕн тавра курăма аталантарма пулăшакан кĕнекесем, паллах, питĕ нумай.

Тăван хула урамĕсем тăрăх утса «аквариумсен тĕнчине» çитрĕмĕр. Ятне те тивĕçлипех панă: мĕн тĕрлĕ аквариум, мĕн тĕрлĕ пулă, мĕн тĕрлĕ ытти чĕр чун çук-ши унта! «Аквариумсен тĕнчинчен» пурте тулли кăмăлпа тухрăмăр.

Шыв айĕнчи пуянлăхпа паллашнă хыççăн çĕр айĕнчи пуянлăхпа паллашма минералоги музейне кĕтĕмĕр. Республика тулашĕнчи пуянлăхпа юнашар хамăр тăрăхра та çавăн чухлĕ çĕр айĕнчи пуянлăх пурри пире чăннипех те савăнтарать. «Пирĕн районта нимле пуянлăх та çук-ши вара;» - тесе пăхса çÿренĕ май тăван районта çĕр айĕнче тĕрлĕ пуянлăх нумай пулнине куртăмăр. Хăшĕ-пĕрин пирки эпир, паллах, шутлама та пултарайман. Чăваш наци музейĕ - чи пĕлтерĕшли те чи сумли, чи малтан уçăлнă музейсенчен пĕри. Экскурсие ертсе пыраканĕ каланинчен вăл 1921 çулта Ехрем хуçа çуртĕнче уçăлнине пĕлтĕмĕр. Виçĕ пÿлĕмре çÿресе эпир археологипе, историпе, искусствăпа, техникăпа, çут çанталăкпа çыхăннă 170 пин ытла экспонатпа паллашрăмăр. Çут çанталăкпа çыхăннă уйрăмра тĕрлĕ чĕр чунпа, тĕрлĕ кайăксемпе паллашрăмăр, юнашар тăрса сăн ÿкертĕмĕр. Упи те, кашкăрĕ те, пăшийĕ те пирĕншĕн пĕрре те «хăрушă пулмарĕç».

Çĕнтерÿ паркĕ - Шупашкарти чи илемлĕ вырăнсенчен пĕри. П.Хусанкай ячĕллĕ Культура керменĕ инçетренех куçа илĕртет. Мĕн тĕрлĕ çар техникипе паллашма пулмасть-ши кунта; Хыр-чăрăш аллейи хăйĕн илемĕпе кашнине тыткăнлать. Кунтах - паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă çынсен ячĕсем. «Ĕмĕрлĕх çулăм» умĕнче пуçтарăнса сăн ÿкерттертĕмĕр, Çĕнтерÿ паркне пăхса тăмалăх пирĕнтен те кăштах пулăшу пултăр тесе укçа пăрахрăмăр.

Заливра уçăлса çÿренĕ май Анне монуменчĕ çине нумайччен пăхса тăтăмăр. Унăн пĕлтерĕшĕ пирки каласа пама сăмах та çитес çук. Пире, шкул ачисене, чăваш поэзине пуçарса яраканĕн - К.В.Ивановăн палăкĕ хăй умĕнчен лăпкăн иртсе кайма памасть. Ун çине пăхсанах Чĕмпĕр шкулĕ, И.Я.Яковлев, «Нарспи» поэма аса килет. «Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен» йĕркесем хăйсем тĕллĕнех чĕлхе вĕçне килеççĕ.

Çул çÿреве эпир Чăваш академи драма театрĕнче «Праски кинемин мăнукне авлантарса» вĕçлерĕмĕр. Хамăр ентеш, Н.Яковлева артистка пирки кăшт та пулин каласа хăвармасăр пултараймастăп. Çичĕ теçетке урлă каçсан та гимнастика секцине çÿрекен ачасем пек шпагат ларма, паллах, миçе пин çынран пĕри пултарайрать-ши? Нина Михайловна - çулсем илме пултарайман çынсенчен пĕри - пирĕншĕн çутă тĕслĕх.



10 декабря 2010
00:00
Поделиться