Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кавалсем ĕçлеме те, канма та маттур

Тирпей-илем кĕртесси - вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем чи малтан пурнăçламалли ĕç. Тасалăхпа йĕрке, ытларах чухне, укçа-тенкĕ пуррипе çуккинчен мар, тăван çĕре юратнинчен, çын хăйне хисеплеме пĕлнинчен килет. Çакна тĕпе хурса Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Алексеева, вырăнти администраци йĕркеленипе иртнĕ уйăхра ял халăхĕ масара тирпей-илем кĕртрĕ. Пурĕ 60 çын хутшăнчĕ çак сăваплă ĕçе. Вĕсем кунта ÿссе кайнă йывăçсене касса тирпейлерĕç, вил тăприсене майларĕç. Ĕçлекенсене Н.Горшковăпа унăн кинĕ Ирина техĕмлĕ апат-çимĕçпе сăйларĕç. Укçа-тенкĕпе В.Адюков пулăшрĕ, апат-çимĕçпе В.Мучуков тивĕçтерчĕ. Çавăн пекех асăннă ял тăрăхĕн масарĕ патне каякан çула та вак чул сарса якатнă. Çул-йĕре юртан тасатса тăрассипе В.Иванов хресчен (фермер) хуçалăхĕпе килĕшÿ тунă.

Ĕçпе пĕрлех уявсене те ирттерме ăста Кавалсем. Акă нумаях пулмасть Амăшĕн кунне халалласа савăнăçлă концерт йĕркеленĕ. Вĕсене «Поддержка» патшалăх страхлакан компанийĕн пирĕн районти уйрăмĕ çумĕнчи «Мерчен» фольклор ушкăнĕ чылайччен юрă-ташăпа, такмаксемпе савăнтарчĕ.



10 декабря 2010
00:00
Поделиться