Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Малаллах ăнтăлаççĕ

Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ умĕн районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче çак куна халалласа семинар иртрĕ.

Ăна районти социаллă хÿтлĕх паракан пайăн начальникĕ В.Иванов ертсе пычĕ, чи малтанах районти инвалидсен Канашĕн председательне Э.Борисовăна сăмах пачĕ. Пĕлтермелли чылай пулчĕ Эмма Михайловнан. Ара, ĕçлекенĕн ĕçĕ курăмлă. Районти 1800 инвалидăн кулленхи пурнăçне пуянлатас тĕлĕшпе организаци нумай ĕç туса ирттерет. Тĕп библиотекăпа алла-аллăн тытăнса ĕçлени те курăмлă. Культура ĕçченĕсемпе пĕрле инвалидсен канашĕнче вăй хуракансем сусăрлисен килне çитсе çĕнĕ хаçат-журналпа, кĕнекесемпе паллаштараççĕ,кашни квартăлтах асăннă çынсемпе пурнăçра тухса тăракан ыйтусене сÿтсе явас тĕлĕшпе тĕл пулусем ирттереççĕ. Унта юристсем, районти социаллă хÿтлĕх, сывлăх сыхлавĕн, прокуратура ĕçченĕсем хутшăнаççĕ. Кунта килнисенчен кашниех кирлĕ канаш илет. Библиотека çумĕнче ĕçлекен «Сударушка» клуб та яланах инвалидсемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттерме хатĕр. Кунта та тĕрлĕ çĕнĕлĕх çинчен хыпар илме пулать.

Районти «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕпе те туслă инвалидсем. Акă май уйăхĕн юлашки кунĕнче кунта Вăрмар, Куславкка, Çĕрпÿ, Красноармейски районĕсенчи сусăр çынсем хушшинче спорт ăмăртăвĕсем ирттернĕ.

Культура мероприятийĕсем ирттересси те ют мар - Çĕрпÿри монастыре, тавра-пĕлÿ музейне çитсе килнĕ. А.Г.Николаев летчик-космонавтăн тăван ялĕнчи - Шуршăлти - музея çитсе курнă.

Прокуратура ĕçченĕсемпе те туслă инвалидсен Канашĕ. Вĕсем пĕрле çак категорири çынсем умне тухакан ыйтусене пĕрле сÿтсе яваççĕ, май килнĕ таран пулăшаççĕ. Мероприятисене ирттерме укçа-тенкĕ енчен Вăрмар райповĕ, «Мария», «Майя», «Гермес» тулли мар яваплă обществăсем, «Влад» уйрăм çын предприятийĕ тата ыттисем пулăшаççĕ.

Семинарта малалла райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов, культурăпа архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ И.Дмитриева, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Голубева, социаллă хÿтлĕх паракан пайĕн начальникĕ В.Иванов, РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри Вăрмарти управленийĕн специалисчĕ И.Николаев тухса калаçрĕç, ыйтусем çине хуравсем пачĕç.



10 декабря 2010
00:00
Поделиться