Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Призерсен шутĕнче

Çăмăл атлетикăна малалла аталантарас, пултаруллă çамрăк спортсменсене тупса палăртас, тренер-преподавательсен опычĕпе анлăрах паллашас тата спорт шкулĕсем хушшинчи туслă çыхăнăва çирĕплетес тĕллевпе йăлана кĕнĕ йĕркепе Çĕнĕ Шупашкар хулинче Совет Союзĕн Геройне Н.М.Дудецкие асăнса çăмăл атлетикăпа Раççей хулисен ăмăртăвĕ иртнĕ. Çивĕч кĕрешÿре пирĕн спортсменсем лайăх результатсем кăтартнă. Энĕшпуçĕнчи Лариса Максимова 3000 метрлă дистанцире хăвăрт утас енĕпе пĕрремĕш вырăн йышăннă, чемпион ятне çĕнсе илнĕ. Пысăк Енккасси шкулĕнче вĕренекен Геннадий Егоров 3000 метра чупса иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çак дистанцирех Чупай шкулĕнчи Вадим Токсаров виççĕмĕш пулнă.



10 декабря 2010
00:00
Поделиться