Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пур-ха Вăрмарта пăхаттирсем

Самбо кĕрешĕвĕн Пĕтĕм Раççейри кунĕнче Шупашкарти Я.Ухсай ячĕллĕ Культура керменĕнче çак спорт енĕпе Чăваш Республикинче мала тухассишĕн ирттернĕ ăмăртусенче Л.Уливанов тренер хатĕрлекен спортсменсем пысăк çитĕнÿсем тунă. 1997-1998 çулсенче çуралнă çамрăксем хушшинче К.Михайлов (67 килограмран ытларах таякан категори), Д.Никитин (49 килограмм таранхи виçе) 1-мĕш вырăнсем йышăннă. Д.Алексеев 62 килограмм таякансем хушшинче, А.Федоров (49 килограмм таранхи виçе) 3-мĕш вырăна тухнă. Пурте вĕсем Г.Е.Егоров ячĕллĕ 1-мĕш вăтам шкулта пĕлÿ пухаççĕ. Ноябрь уйăхĕн вĕçĕнче вара Вăрмарти Спорт çуртĕнче СССР спорт мастерне С.Уливанова асăнса 14-мĕш тата Вăрмарти ачасемпе çамрăксен А.Ф.Федоров ячĕллĕ спорт шкулĕ самбо енĕпе мала тухассишĕн ирттерекен турнир иртнĕ. Унта Шупашкар, Хусан хулисен, Шупашкар, Çĕрпÿ, Канаш, Вăрмар районĕсен командисем - пурĕ 85 спортсмен - хутшăннă. Кунта та Вăрмарсем лайăх результатсем кăтартнă.



10 декабря 2010
00:00
Поделиться