Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шывра – пулă пек

Пĕлтĕр Вăрмарта «Илем» физкультурăпа спорт комплексне уçнă хыççăн шывра ишме юратакансен йышĕ геометрилле прогрессипе ÿснĕ тесен йăнăш пулмасть. Ара, пирĕн тăрăхра хăçан хĕллехи вăхăтра шыва кĕме май килнĕ - Кăшарнире каснă вакра кăна. Халĕ вара пачах урăхла, çавăнпа та асăннă комплексра ирттерекен ăмăртусене хутшăнакансем йышлансах пыраççĕ. Акă нумаях пулмасть районти шкулсенче вĕренекенсем хушшинче мала тухассишĕн ирттернĕ ăмăртăва 89 çамрăк спортсмен хутшăнма кăмăл тунă. Пирĕн ентешсемсĕр пуçне Шупашкарсем те хутшăннă. Анчах та çирĕп кĕрешÿре Вăрмарсем тĕп хула спортсменĕсене мала тухма шанăç хăварман. Эстафета та çивĕч иртнĕ. Кашни шкул команди икĕ хĕр ачапа икĕ арçын ачаран тăнă.1997-1998 çулсенче çуралнисем хушшинче Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкул команди, 1995-1996, 1993-1994 çулсенче кун çути курнисем хушшинче Пысăк Енккасси шкулĕнче вĕренекенсем пĕрремĕшсем пулнă.



10 декабря 2010
00:00
Поделиться