Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ăçта пĕрлĕх – унта вăй

Вырăнти влаç тивĕçĕ - хресченсене тĕрев парасси, вĕсене рынок условийĕсене хăнăхма пулăшасси. Çак пĕлтерĕше тĕпе хурса ĕçлеççĕ Аслă Чак ял тăрăхĕнче. Вĕсене йĕркелесе ертсе пыраканĕсем - А.Иванов ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе 7-мĕш номерлĕ Аслă Чакри пĕр мандатлă суйлав округĕн Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ В.Иванов.

Сивĕ хĕл лариччен тумалли ĕçсене чылай пурнăçларĕç. Чи малтанах вĕсем ял тăрăхĕнчи чылай çăл куçсене тасатса тирпейлерĕç. Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнчи çăл куçне пураласа, пăрăхсем хурса кĕпе чÿхемелли тунă. Шыв башнипе ял халăхĕн хĕлĕпех усă курмаллине шута илсе тата халăх ыйтăвне тивĕçтерес тĕллевпе ялти яваплă çынсем чи малтанах ĕçе çак ыйтуран тытăннă. Аслă Чакпа Кĕçĕн Чак ялĕсенчи шыв башнисене йĕркене кĕртнĕ. Ку ĕçре «АгроЧаки» хуçалăх ĕçченĕсем, хуçалăх пуçлăхĕ В.Иванов йĕркелесе пынипе активлă пулнă. Сăмахран, Аслă Чакри шыв башнине юсанă çĕрте Ю.Владимиров, Ю.Павлов, Н.Ермолаева сăрăпа сăрлас çĕрте пулчĕç, платник ĕçĕсене О.Никифоров, И.Федоров, Н.Семенов, А.Порфирьев, Г.Моисеев, А.Егоров пурнăçларĕç. А.Кириллов хăйĕн килĕнчи техникипе - мотоблокĕпе - тирпей-илем кĕртнĕ çĕрте тасамарлăхсене турттарса тăнă, унсăр пуçне ытти ĕçре те тăрăшуллă пулнă. В.Антонов шыв башнине электроэнерги кĕртнĕ çĕре хутшăннă.

Кĕçĕн Чакра та ял хĕрринче ларакан шыв башнине йĕркене кĕртес çĕрте ялта пурăнакансем - П.Семенов, В.Петров, Ю.Николаев, Ю.Петров, А.Петров - активлă хутшăннă, кĕрсе тухмалăх ятарласа пÿлĕм те туса хунă. Икĕ ялĕнче те шыв башнисене хĕллехи кунта шăнса ан ларччăр тесе ăшă тытакан тунă, йĕри-тавра карта тытса çавăрнă, хăрăк йывăçсене каснă. Çавăн пекех пушара хирĕç кĕрешес тĕллевпех ĕнтĕ башньăран шыв илмелли кран лартса хăварнă. Ял территоринче каçхи тусур йĕркеленĕ. Кĕскен каласан хăйсем тăрăшуллă пулнăран вĕсен ĕçĕсем те курăмлă.



14 декабря 2010
00:00
Поделиться