Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Раççей Ивановсем çинче тăрать

Вăрмар поселокĕнче пĕр кÿршĕре пурăннăран-ши е Тăвай районĕнчи Тушкил ялĕпе Хĕрлĕçыр юнашар вырнаçнăран, Николай Иванович Иванова эпĕ тахçантанпах лайăх пĕлетĕп. Тушкил ялĕн хĕрринчи урамри пилĕк стеналлă çуртăн крыльци яла чăннипех те илем кÿрет. Ара, çакăнта çуралса ÿссе пурнăç çулĕ çине тухнă та ĕнтĕ çак статьян тĕп геройĕ.

Н.Иванов ялти çичĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пĕлĕве малалла Канашри фельдшерпа акушер шкулĕнче ÿстерет. Алла диплом илнĕ хыççăн çамрăк специалиста Хусан чукун çулĕн Красноуфимск уйрăмĕнчи чаç станцийĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ пулса ĕçлеме яраççĕ. Çамрăк каччă ĕçе хĕрсех пуçăнать. Часах унăн Совет Çарне кайма черет çитет. Служба срокĕ сисĕнмесĕрех иртсе каять. Салтакран таврăннă хыççăн ăна хăйсен районĕнчи Кармалти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ пулма çирĕплетеççĕ. Шăп та лăп пĕр çулталăк тăрăшать вăл кунта. 1959 çулта Хусанти медицина институтчĕн педиатри уйрăмне вĕрентме кĕрет. 1965 çулта институтран аслă пĕлÿ илсе тухать. Часах Вăрмар район больницинче ачасен уйрăмĕн заведующийĕнче ĕçлеме пуçлать. Институтра илнĕ пĕлÿпе практикăра анлăн усă курма тытăнать. Малтанхи кунсенченех ачасен сывлăхне сыхлас енĕпе пултаруллă пулнине çирĕплетсе парать. Хăйĕн мĕн пур вăй-халне яллă вырăнти ачасене медицина пулăшăвĕ памалли çавăн чухнехи вăхăтри меслечĕсене ĕçе кĕртет, медицина ĕçченĕсене, пĕчĕк ачасене малтанхи пулăшу парать. Вăл тăрăшнипе 1966 çулта район больницинче районта чи малтан ачасен стационарне йĕркелеççĕ, кадрсем вĕрентсе хатĕрлеççĕ. Çавăн пекех хальхи вăхăтри диагностикăпа сиплев меслечĕсене ĕçе кĕртеççĕ. Ача-пăча консультацийĕпе фельдшерпа акушер пункчĕсем, участок больницисем тата стационар хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес енĕпе нумай тăрăшать. Тин çуралнă ачасене врач-педиатр пăхнă хыççăн кăна ача çуратмалли çуртран илсе тухассине йĕркене кĕртет. Ачасем çуралнă хыççăн пĕр çулталăка çитсен вĕсем мĕнле аталаннине, фельдшерпа акушер пункчĕсенче патронаж сестрисен ĕçне тĕрĕслесе тăрассине йĕркелет. 1993 çулта виçĕ çулти ачасен юнра гемоглобин мĕн чухлĕ пулнине тата ялсенче пурăнакан амăшĕсен сывлăхне тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев хыççăн реабилитаци мероприятийĕсем йĕркеленĕ.

1965 çултан пуçласа 2007 çулччен Н.Иванов район больницин ача-пăча уйрăмĕн заведующийĕнче тăрăшулăх кăтартать. 1965 çултан пуçласа 1976 çулсенче районти педиатр тивĕçĕсене пурнăçлать.

Педиатр-врач пĕлĕвне ÿстерсех пырать. 2008 çулта вăл хăйĕн квалификацине Раççей сывлăх сыхлавĕн патшалăхăн Чулхулари медицина академийĕнче ÿстернĕ. Халăх хушшинче санитарипе гигиена енĕпе воспитани пама та активлă хутшăнать. Халăх хисеплет ăна. Ахальтен мар ĕнтĕ район Совечĕн депутачĕ пулма суйласа пысăк чыс тунă.

Нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн 1981 çулта Николай Иванович Иванова «Хисеп палли» орденпа наградăланă. Унăн кăкăрне çавăн пекех «Ĕç ветеранĕ» медаль илем кÿрет. Пархатарлă ĕçе пысăка хурса хакласа ЧР сывлăх сыхлавĕн министерстви тата ытти органсем Хисеп грамотисемпе сахал мар наградăланă. Вĕсене вăл хаклă реликви вырăнне хурса упрать.

Кăткăс та яваплă тухтăрсен ĕçĕ, мĕншĕн тесен вĕсен аллинче этем, ачасен сывлăхĕ, вĕсен пурнăçĕ. Çав вăхăтрах мĕн тери хисеплĕ те чыслă ĕç вăл. Тухтăрсем пурнăçшăн, вилĕме хирĕç кĕрешеççĕ, этемшĕн чи хаклине - пурнăçа çăлаççĕ, вилĕме çĕнтереççĕ. Мĕн пур ĕнтĕ çакăнтан пархатарли;

Тухтăрсем хăйсен ĕçне пур чухне те лăпкăн, шăв-шавсăр туса пыраççĕ. Чапа тухасси тата çынсен умĕнче уйрăмах паллă пуласси мар вĕсен ĕмĕтĕнче. Вĕсене çынсене, ачасене юратни хавхалантарать. Ачасене çăлни, вĕсене хаяр чир аллинчен туртса илни вĕсемшĕн чи пысăк телей. Епле тав тумастăн-ха вĕсене пархатарлă ырă ĕçсемшĕн.

Çак кунсенче Н.Ивановăн çуралнă кунĕ пулчĕ, 75 çул тултарчĕ. Эпир те ăна ачасене сиплес ĕçре ăнăçусем сунатпăр.

Мăшăрĕпе - Лилия Николаевнăпа - пĕр ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Олег Николаевич та ашшĕ çулĕпех кайнă. Вăл республикăри ачасен клиника больницинче реаниматолог-врач.



14 декабря 2010
00:00
Поделиться