Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шкул вĕрентĕвĕнчи çĕнĕ программа

Физкультура енчен çирĕп аталаннă ачан сывлăхĕ те хавшамасть. Пирĕн районта ачасен сывлăхне çирĕплетмелли тепĕр мел те тупăнчĕ - шывра ишмелли бассейн.

Çуллахи вăхăтра ишме пĕлнĕ-пĕлмен ачасем шыва кĕреççĕ, хушăран вĕсем путса вилнĕ тĕслĕхсем пулаççĕ. Çакна чакарас тĕллевпе октябрь, ноябрь, декабрь, март, апрель уйăхĕсенче шкул ачисене шывра ишме хăнăхтараççĕ. Графикпе шкул ачисене «Илем» физкультурăпа спорт комплексне илсе çÿреççĕ. Вĕсене çак çĕнĕ йăла питĕ килĕшет. Январь, февраль уйăхĕсенче вара вĕренекенсем йĕлтĕр, коньки çине тăрĕç.

Акă Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул ачисем уйăхне 4 хутчен килеççĕ физкультурăпа спорт комплексне шыва кĕме. Ноябрĕн 27-мĕшĕнче кунта иртнĕ ăмăртура шкул команди 3-мĕш вырăна тухнă. Физкультура вĕрентекенĕ С.Чубукова ачасене шывра хусканусем тутарать, тавлашмалла иштерет. Пĕчĕк бассейнри шыв температури 280С, пысăккинче - 310С градус. Шкул ачисен бассейнра ишмелли пĕр сехет сисĕнмесĕр иртет. Кунта килекенсем валли фитнес, атлетика, гимнастика залĕсем, теннис вылямалли, сывлăха çирĕплетмелли массаж пÿлĕмĕсем пур. Çавăн пекех физкультурăпа спорт комплексĕнчи 6 вырăнлă хăна çурчĕ те самай тупăш кÿрет. Спорт хатĕрĕсене, шывра ишмелли аксессуарсене йăлт çакăнтах туянма пулать. Ролик конькипе, скейт-бордпа ярăнас тесен вăхăтлăха вĕсемпе усă курма пулать. Хальхи вăхăтра кунне 80-100 ача кĕрсе тухать бассейнри шыва.

2010 çулхи 10 уйăх кăтартăвĕсене илес пулсан «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕ пĕр миллион та 947 пин ĕçлесе илнĕ. Ноябрь уйăхĕнчи тупăш - 188 пин тенкĕ.

Ишме вĕренес текенсен физкультурăпа спорт комплексне килмелле.



14 декабря 2010
00:00
Поделиться