Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сывлăх хаклăрах

Çĕнĕ кун пуçламăшĕнче те çынпа çын тĕл пулсан «Сывă-и» е «Сывлăх сунатăп», - тесе калаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ĕлĕкхи çынсем çак сăмахсенчен куна пуçланă. Тем пек пурлăхлă пулсан та çыннăн сывлăх çук пулсан питĕ йывăр. Кашни çыннăн хăй сывлăхне хăйĕн упрамалла. Мĕншĕн тесен кайран укçа парса, мул парса илесси пулмасть. Сывлăха магазинта сутмаççĕ, тухтăрсем те пĕрмай вăхăтра пулăшса ĕлкĕреймеççĕ. Тепĕр чух вара хамăр та айăплă. Тухтăр патне кайма вăхăта нумай тăсатпăр. Сывлăха никамран та кивçен илес çук. Вăл этем пурнăçĕнчи чи хакли. Çын питĕ йывăр чирлесе ÿксен унăн пурлăхĕ ăна хăтарса хăвармасть. Çавăнпа та пуль чăваш юррисенче те сывлăх пулсан, тăван пулсан, эпĕ чи пуянни тесе юрлаççĕ. Сывлăх пулсан çын телейлĕ. Пире атте-анне çутă кун парнеленĕ. Малашне эпир хамăр сывлăхшăн хамăр яваплă. Сывлăхлă пулас тесен спортпа туслă пулмалла. Кашни ир физкультура хусканăвĕсем туни, сивĕ шывпа çăвăнни пур çын сывлăхне çирĕплетме пулăшать. Эпĕ хам та спортпа туслă. Ытларах çăмăл атлетика, баскетбол, волейбол вăййисем килĕшеççĕ. Сывлăхлă пулас тесен усал йăласемпе туслашмалла мар. Эрех-сăра ĕçсе мĕн чул çамрăк тÿрĕ çултан пăрăнать, инкеке те лекме пултарать. Пирус туртни мĕнле сиенлĕ, сывлăха çамрăкранах хавшатать. Çавăнпа та манăн пур çынна та чĕнсе калас килет: «Эрех-сăрапа, пируспа ан туслашăр, спорт сирĕн чи шанчăклă юлташ пултăр».



14 декабря 2010
00:00
Поделиться