Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вĕренÿре ÿсĕмсем тăваççĕ...

Вĕрентÿ ĕçĕнче чи кирли - пахалăх. Кавлти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вăл 50-60 процентпа танлашать. 10 çул хушшинче вĕренÿре ĕлкĕрсе пырайманнисем пачах çук. 1959-2008 çулсенче шкултан ылтăн медальпе - 12, кĕмĕл медальпе 31 ача вĕренсе тухнă. Аслă вĕренÿ заведенийĕсемпе техникумсене вĕренме кĕресси те çулран çул ÿссех пырать темелле. Пултаруллă ачасемпе çине тăрса ĕçлени вĕсен тавра курăмне анлăлатма, унсăр пуçне районти, республикăри тĕрлĕ шайри тупăшусенче малти вырăнсене йышăнма пулăшать. Районта тĕрлĕ предметсемпе иртекен олимпиадăсенче 2007-2008 вĕренÿ çулĕнче малти вырăнсен шучĕ 4 пулнă. Çавăн пекех кашни çулах «Чĕвĕлти чĕкеç», «Русский медвежонок», «Кенгуру», «Британский бульдог», «Золотое руно», «КИТ» конкурссенче Кавал ачисем малти вырăнсене йышăнаççĕ. Шкулăн тĕп тĕллевĕ - вĕрентÿпе воспитани ĕçне тивĕçлĕ шайра тытса пырасси. Профильлĕ вĕрентĕве те тĕпе хурса ĕçлеççĕ кунти вĕрентекенсем. Тăххăрмĕш классемпе 5 предметпа профильлĕ вĕрентÿ иртет. Кĕçĕн класранах информатика предметне алла илеççĕ. Çавна май кашни шкул ачи компьтерпа ĕçлеме пĕлет, Интернетра хăйне кирлĕ материалпа паллашать. Иккĕмĕш класран пуçласа ачасем акăлчан чĕлхине вĕренеççĕ. 4-5 классенче «Православи культурин никĕсĕ» предмета вĕрентме тытăннă. 2009-2010 çулсенчи пĕрлĕхлĕ муниципаллă экзамен кăтартăвĕсем тăрăх, математика - 4,26, вырăс чĕлхи - 4,26, физика - 5, биологи - 5, чăваш чĕлхи 4,30 балпа танлашнă. Республикăра маунтинбайк енĕпе иртнĕ тупăшура Д.Яковлев çĕнтерÿçĕ пулнă. Районта иртнĕ шашка вăййисенче В.Алексеева - иккĕмĕш, Н.Краснов виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. «Эпĕ астăватăп, эпĕ мухтанатăп» конкурсра А.Авакова, К.Александрова - пĕрремĕш, П.Тарасов виççĕмĕш пулнă. Вырăс чĕлхипе иртнĕ наукăпа практика конференцийĕнче Ю.Горшкова виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Районта иртнĕ «Астăвăм эстафети», «Салтак йăх-несĕлĕ» конкурссенче К.Александрова - пĕрремĕш, А.Авакова, А.Терентьева иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çавăн пекех районти «Çĕнтерÿ ахрăмĕ» театрсемпе драма коллективĕсен фестивалĕнче А.Андреева çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем Пĕтĕм Раççейри конкурссене те активлă хутшăнаççĕ. Хутшăнаççĕ çеç мар, малти вырăнсене те тивĕçеççĕ. Акă физика тата математика предмечĕсемпе регионсем хушшинче ирттернĕ 16-мĕш олимпиадăра Ю.Горшкова, М.Кохнурова пĕрремĕшсем пулнă. Пĕтĕм Раççейри çамрăксен вырăс чĕлхипе ирттернĕ филологи олимпиадинче А.Кудрявцева виççĕмĕш вырăн йышăннă. Палăртма кăмăллă: шкул ачисем ырă, сывă пурнăç йĕркисене тытса пыччăр, тăтăшах спорт мероприятисене активлă хутшăнччăр тесе асăннă шкулта чылай ĕçсем туса ирттереççĕ. Çавăнпа та район, республика шайĕнче иртнĕ тĕрлĕ тупăшусенче Кавал ачисем малти вырăнсене йышăнаççĕ. Маунтинбайк енĕпе Раççей кубокне çĕнсе илессишĕн ирттернĕ кросра М.Чубукова пĕрремĕш вырăна тухнă. Велоспорт енĕпе СССР спорт мастерĕн В.Мулендеевăн кубокне çĕнсе илессипе Чăваш Енре ирттернĕ ăмăртура М.Чубукова малти вырăна тивĕçнĕ.

«Çын сывă пулни - телей», - теççĕ халăхра. Кашни çулах ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле ачисем те тĕрлĕ спорт мероприятисене хутшăнаçççĕ. Акă шкулта иртекен «Атте-анне тата эпĕ - спорт çемйи» спорт мероприятинче Чубуковсен, Адюковсен, Яковлевсен, Мальковсен, Алексеевсен çемйисем çитĕнÿсем тăваççĕ.

Çуллахи вăхăтра ачасен канăвне усăллă ирттерессипе те тимлеççĕ кунти вĕрентекенсем. Çавна май кăçал пурĕ 9 отряд йĕркеленĕ. Вĕсемпе «Кăмпа тата çырла», «Çăл куç» туристла походсемпе тĕрлĕ вăйăсем ирттереççĕ. Çавăн пекех çамрăк ăрупа «Манăн çемьен йăх-несĕлĕ» тĕпчев ĕçĕсен конкурсне те йĕркелеççĕ. Иртнĕ çул асăннă конкурсра Артюковсен, Таратинсен, Ивановсен, Александровсен çемйисем çĕнтерÿçĕсем пулчĕç. Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта волонтерсен команди активлă ĕçлет. Вĕсем час-часах кÿршĕллĕ ялсене похода çÿреççĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕсемпе тĕл пулаççĕ, музей валли кирлĕ материалсем пухаççĕ. «Ачасем - ветерансене» проекта пурнăçлассипе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ.



24 декабря 2010
00:00
Поделиться