Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вĕсен ячĕ ĕмĕр манăçми

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Кавалтан тухнă çамрăксем чылайăшĕ ĕмĕрлĕхех пуç хунă. Çавăн пекех Чечен вăрçине хутшăннисем те çак ялтан сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Александр Михайлович Смирнов. Тăван ялти шкула пĕтерсен ăна çар ретне илеççĕ. Вăл Чечен çĕрĕ çинче службăра тăрать. Кавказра террора хирĕç ирттернĕ çар операцийĕсем вăхăтĕнче бригадăри 341 çар çынни пуçĕсене хунă. Вĕсен йышĕнче Кавал каччи А.Смирнов та пулнă. Паттăр салтака асăнса нумаях пулмасть Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта Асăну хăми уçрĕç. Унта Чăваш Республикин çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пайĕн начальникĕ М.Пуклаков, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов, И.Таратин предприниматель хутшăннă. Вĕсем çамрăк ăрăва А.Смирнов паттăр салтак-ентеш пек маттур та пултаруллă пулма, Тăван çĕршывшăн яланах сыхă тăма, лайăх вĕренме, ÿсĕмсем тума сунчĕç. Асăннă мероприятие А.Смирновăн амăшĕ Нина Георгиевна тата пиччĕшĕ Юрий хутшăнчĕç. Шкул ачисем ентеш-паттăра халалласа литмонтаж йĕркеленĕ.



24 декабря 2010
00:00
Поделиться