Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Центр ĕçĕ цифрăсем урлă

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕн тĕлне 1001 çын ĕçсĕр тесе йышăннă, шутра тăракансем 249-ăн пулнă. Ĕçсĕрлĕх шайĕ экономика тĕлĕшĕнчен пуçаруллă халăх йышĕн 1,56 проценчĕпе танлашнă. Учетра тăрас тапхăр кашнийĕн вăтамран 4 уйăха тăсăлнă. Предприятисем пушă вырăнсене 1494 çынна (çав шутра рабочи профессийĕпе - 392) йышăнма хатĕрри çинчен пĕлтернĕ. Рынокри лару-тăру пирки информаци илме центра 1553-ĕн, ĕç сĕнекенсем 164 пынă. Сĕнекен пĕр ваканси пуçне ĕçсĕр 5,6 çын тивнĕ. Ĕç тупас шухăшпа служба органĕсенчен 1438 гражданин пулăшу ыйтнă, çав шутра - 723 хĕрарăм. Шута илнисене уйăхсерен 850-4900 тенкĕ пособи тÿленĕ.



28 декабря 2010
00:00
Поделиться