Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пултарулăхĕ иксĕлми

«Юрă - çăлăнăç, юрă - канăç, юрă - шанăç, юрă - киленĕç, юрă - ĕç, юрă - пурнăç».

Юлташăмăрăн - Пĕтĕм Союзри фестивальсен «Кĕтне шевлисем», «Вирьял кĕввисем», «Анатри кĕвĕсем», «Атăлçи çăл куçĕсем» фестиваль-конкурссен лауреачĕн, Чăваш Республикин музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Анатолий Сорокинăн пултарулăх каçĕнче унăн иксĕлми ăсталăхĕпе чунран киленнисем те чăвашсен паллă сăвăç-юрăç Светлана Асамат шăрçаланă çак ытарлă йĕркесемпе килĕшеççех пулĕ.

Çапла, юрăсăр культура аталанаймĕ, вăл чун апачĕ. Юрăсăр пурнăç çук, савăнмалла чух та, хурланмалла чух та эпир унăн асамлă вăйне туйса тăратпăр.

Мана, Тольăпа пĕр ялта Шелешке, Туйпике, Чăрăшпуç çырмисенче çара уран чупса ÿснĕскере, унăн пултарулăх лаççинче туптанă çитĕнÿсем шутсăр савăнтараççĕ. Пултарулăх тĕшшине Турри ăна, ахăртнех, йĕкĕр ывăçпах сапса панă. Урăхла пулма та пултарайман. Семен Степанович Сорокин, Толя ашшĕ, Пысăк Енккасси вăтам шкулĕнче чылай çул çĕршер ачана юрă-кĕвĕ тĕнчин асамлăхĕпе илемне уçса панă. Амăшĕ, Зоя Гавриловна, тĕлĕнмелле уçă, янравлă сассипе Юхма тăрăх каччине хăй майлă çавăрнă. Ачисем - Толя, Сергей, Марина, Алена, Коля - пурте юрă-ташăра пит маттур. Пысăк Енккасси Культура çуртне хута янăранпа 50 çул çитнине уявланă май, кунта тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ ĕçтешсем куç умне тухса тăраççĕ. Анатолий пултарулăх тĕшшине 1982 çулта Пысăк Енккасси Культура çуртĕнче тĕшĕлеме пуçланă. Кĕске хушăрах вăл тăрăшнипе Пысăкенккассисем Чăваш патшалăх радиокомпани лауреачĕсем пулса тăраççĕ. Патриотла юрăсен «Çĕршывăм, сан çинчен юрлатăп» республика фестивалĕнче пĕр тăван Анатолийпе Сергей Сорокинсем юрлас пултарулăхĕпе тĕп хулана тĕлĕнтереççĕ.

Чылай çул ĕнтĕ юлташăм районти Культурăпа кану çуртĕнче пурте юратакан «Салам» халăх эстрада ушкăнне çитĕнÿсен çулĕпе малтан мала ертсе пырать, тăван Вăрмар, юратнă Чăваш ен, тулай чăвашсене хăй кĕвĕленĕ юрăсемпе савăнтарать. Вăл чĕртсе хăварнă хĕлхем тăван ялти пултарулăх ушкăнĕсене те хавха кÿрсе тăрать. Эпир, Пысăкенккассисем, унăн юрă-кĕвĕ тĕнчинчи пултарулăхĕпе интересленсех тăратпăр, çĕнĕ юрăсем чĕре витĕр тухасса кĕтетпĕр. Ĕçлес пултарулăх ан иксĕлтĕр.



28 декабря 2010
00:00
Поделиться