Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Алла-аллăн тытăнса

Раштав - Христианство тĕнне ĕненекенсем чи сума сăвакан пысăк уявсенчен пĕри. Юлашки çулсенче ăна анлăрах та анлăрах паллă тума пуçларĕç.

Чиркÿсенче кĕлĕсем ирттернисĕр пуçне раштавăн 7-мĕшĕнче - Христос çуралнă кун - Вăрмар поселокĕнче те, хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче те çынсем капăрлатнă чăрăш тавра вăйă картине тăраççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. Асăннă кун Вăрмар поселокĕн тĕп лапамĕнче вырнаçтарнă чăрăш умĕнче чылайччен юрă-çемĕ янăрарĕ, ташă карти йĕркеленчĕ. Кунта килнисем Христос çуралнине çапла майпа чысларĕç. Пухăннисене Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Иванов, Мăнçырмари Тихвински Турамăш Турăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид Ермолаев иерей тата ытти яваплă çынсем сăваплă кунпа саламларĕç.

Январĕн 8-мĕшĕнче вара районти Культурăпа кану центрĕнче Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн Раштав елки иртрĕ. Унта вĕренÿпе обществăлла ĕçре хастар, тăлăх, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă, çителĕксĕр пурнăçпа пурăнакан, ăнăçсăр çемьесенчи ачасене чĕннĕ.

Фойере ачасемпе çамрăксен Вăрмарти пултарулăх çуртĕнче ăсталăхне туптакансен ĕçĕсенчен курав йĕркеленĕ. Тĕрлĕ теттесем хушшинче чи чаплă вырăнта Çĕнĕ çул символĕсем - кролик, мулкач, кушак. Мĕн тĕрли çук пулĕ кунта - кашни ача вĕсене хăйне евĕр курать.

Культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем юмахри сăнарсем урлă Çĕнĕ çул асамлăхĕпе паллаштарчĕç. Унтан пурте елка йĕри-тавра тăрса юрăсем юрласа çаврăнчĕç, сăвăсем каларĕç. Пурне те вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн ячĕпе унăн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов ăшшăн саламларĕ, çĕршыва юрăхлă çынсем пулса ÿсме сунчĕ. ЧР Президенчĕ М.Игнатьев кăçал Патшалăх Канашне янă Çырăвне те «Çамрăксене шанмалла!» ят панине аса илтерчĕ. Аслисем шанччăр тесен вара шанчăклă пулмалла. Уява пуçтарăннă пур ача та Раштав кучченеçĕсене тивĕçрĕ.



14 января 2011
00:00
Поделиться