Хисеплĕ вĕрентекенсем
Кашни çын пурнăçĕнчех вĕрентекен пысăк вырăн йышăнать. Вăлах пурнăçра çул уçать, пĕлÿ парать, пĕр-пĕринпе - туслашма, калаçма, ĕмĕтленме вĕрентет, йывăрлăхсене çĕнтерме, лартнă тĕллеве пурнăçлама пулăшать. Шкулта вĕреннĕ çулсем çын пурнăçĕнче тарăн йĕр хăвараççĕ. Вĕрентекенĕн чун ăшшийĕ вара кашни шкул ачинчех тăрса юлать.
Тикаш шкулĕнче ĕçленĕ Галина Петровнăпа Михаил Кузьмич Тимушкинсем çинчен те çавнах каламалла. Вĕсем вĕрентсе воспитани панă ачасем юратнă учителĕсем çинчен яланах ырăпа асăнаççĕ.
Галина Петровна Элĕк районĕнчи Асакасси ялĕнче кун çути курнă. Çемьере вĕсен тăватă ача пулнă. Галина Петровна вара - кĕçĕнни. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех вĕсен ашшĕ Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Ирсĕр вăрçăн малтанхи çулĕсенчех тăшмансене хирĕç çапăçса пуçне хунă. Çапла вара вĕсем ашшĕсĕр, тăлăххăн ÿснĕ. «Юрать-ха, - каласа кăтартать Галина Петровна, - аслă аппа учителе вĕренсе тухрĕ. Аппан пĕр уйăх шалăвĕ пĕр пăт çăнăх илме çеç çитнĕ, çапах та вăл та пысăк пулăшу пулнă. Тумтире çыхса, тĕртсе, çĕлесе тăхăннă». Ялти 7 класлă шкула пĕтерсен кÿршĕ ялти вăтам шкула, сакăр çухрăма çÿренĕ. Кашни кун утнă. Пурнăç темле йывăр пулсан та Галина Петровна пуçа усман, тăрăшса вĕреннĕ, чи лайăх вĕренекенсен шутĕнче пулнă. «...Кашни класс хыççăн экзамен тытнă, - калаçăва малалла тăсать Галина Петровна. - Вĕренÿре ĕлкĕрсе пырайманнисене вара шкултан кăларса янă. Вăтам шкул пĕтернĕ çĕре çурри те юлман», - тет вăл.
Вăтам шкултан вĕренсе тухсан аппăшĕсем тăрăшуллăскере медицина енĕпе вĕренме сĕннĕ. «Манăн вара питĕ вĕрентекен пулас килнĕ, - аса илет Галина Петровна. - Çемьере икĕ аппам та учитель пулни вĕсен çулĕпе кайма хистенĕ ĕнтĕ мана. Чун хушнипех вĕрентекен пулса тăтăм», - тет вăл.
Вăрмар тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ каччăпа Михаил Кузьмичпа паллашса 1964-мĕш çулта çемье çавăраççĕ. 1965 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕн биологипе хими факультетне хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтерет Галина Петровна. Михаил Кузьмич вара Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультетне 1963-мĕш çулта вĕренсе пĕтерет. Вĕренсе пĕтерсен, Куба çĕршывне яма хатĕрленĕскерсене, хамăр тăван республикăрах хăварма шутлаççĕ. Ĕçлеме Михаил Кузьмич Шăхаль шкулĕнче пуçлать. Кунта вăл вырăс чĕлхипе литературине, обществоведени предмечĕсене вĕрентет. Часах Галина Петровна та Шăхаль шкулĕнче ĕçлеме пуçлать, химипе биологи предмечĕсене вĕрентет.
1965 çултан пуçласа 1970-мĕш çулччен Кĕтеснер шкулĕнче ĕçлет çамрăк мăшăр. Çав вăхăтран мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван Тикаш шкулĕнче вăй хураççĕ вĕсем. Галина Петровна вара тивĕçлĕ канăва тухсан та тÿрех уйрăлмасть юратнă ĕçĕпе, тата тăватă çул ĕçлет. «Учитель профессине тĕрĕсех суйласа илнĕ эпĕ. Ачасене питĕ юратнă, пĕтĕм чунтан пĕлÿ парса тĕрĕс çул çине тăма пулăшнă», - тет Галина Петровна. Биологи кабинечĕ те, шкул çумĕнчи участок та яланах таса, тирпейлĕ, ыттисемшĕн тĕслĕх пулнă унăн. Мĕн чухлĕ пахча çимĕç, улма-çырла лартса ÿстермен-ши унта; Хисеп хучĕ те, тав хучĕ те нумай илме тивĕç пулнă тăрăшуллă учитель. Аслă учитель ятне те панă ăна.
Класс ертÿçи пулса та нумай çул ĕçленĕ Галина Петровна. Тĕрлĕ хуласене экскурсине те сахал мар çÿренĕ вĕсем. Паянхи кунччен те ырă сăмахпа кăна асăнаççĕ вĕренекенĕсем. «Эсир пирĕншĕн иккĕмĕш аннех пулнă», - теççĕ вĕсем. Сăмах май, вĕсенчен нумайăшĕ учитель, агроном, врач профессийĕсене суйласа илнĕ.
Тавралăха тирпей-илем кÿрессипе те нумай ĕçленĕ вĕрентекен. Шкул, культура çурчĕ, ача-пăча сачĕн территорийĕсенче, ферма çывăхĕнче йывăçсем лартнă çĕрте те тÿпи пысăк Галина Петровнăн. Халĕ ĕнтĕ çав йывăçсем тем çÿллĕшех. Çырма-çатрасемпе те сахал мар кĕрешнĕ пархатарлă учитель.
Шкулта ĕçленĕ вăхăтрах тĕрлĕ обществăлла ĕçсене хутшăнаççĕ вĕсем. Акă Михаил Кузьмич тăван совхозри «Ĕç ялавĕ» хаçат редакторĕ те пулнă, шкулти профсоюз комитечĕн председателĕ те, ялти пропагандист та... Марксизм-ленинизм университетне куçăмсăр майпа хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ вăл. Пропагандист пулса ĕçленĕшĕн тÿлевсĕр турпутевка та илме тивĕç пулнă Михаил Кузьмич. Харьков, Минск, Калининград, Рига, Вильнюс хулисене кайса курнă вăл çав путевкăпа.
Тăрăшса, канма пĕлмесĕр ĕçленĕ шкулта Галина Петровнăпа Михаил Кузьмич. Вĕсене иккĕшне те «Ĕç ветеранĕ» ят панă. Вĕсен ачисем те ытти шкул ачисемшĕн тĕслĕх пулнă. Сăмах май, виçĕ ача пăхса çитĕнтерсе, тĕрĕс çул çине тăратнă Тимушкинсем. Виçĕ ачи те аслă пĕлÿ илнĕ. Асли, Алина, Хусанти медицина институчĕн фармакологи факультетне пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра тĕп хуламăрта аптека заведующийĕ пулса ĕçлет. Вĕсем мăшăрĕпе икĕ ача пăхса çитĕнтерчĕç. Иккĕмĕшĕ, Валентина, Мускаври коопераци институчĕн Шупашкарти филиалне пĕтернĕ. Вĕсем кÿршĕри Ульяновск облаçĕнче пурăнаççĕ, предпринимательлĕх ĕçне йĕркеленĕ. Вĕсен те çемйинче икĕ ача. Виççĕмĕшĕ, Владимир, Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра район центрĕнче, поликлиникăра аслă категориллĕ врач - эндоскопист пулса ĕçлет. Вĕсем мăшăрĕпе виçĕ ывăл çитĕнтереççĕ.
Тимушкинсен çемйи - тĕлĕнмелле ĕçчен çемье. Мĕн çыхса çĕлемест-ши, Галина Петровна; Мĕнле тутлă апатпа сăйламасть-ши; Унăн аллисем - чăн-чăн ылтăн алăсем. Михаил Кузьмич вара картишĕнче тăрмăшать: выльăх-чĕрлĕх пăхать, пахчара ĕçлет. Хуçалăхĕ пĕчĕк мар Тимушкинсен. Акă, темиçе çул ĕнтĕ вĕсем, ытти пахча-çимĕçсемсĕр пуçне, купăста çитĕнтереççĕ. Калчине те, купăстине те, ир пулаканнине те, каяраххине те. Сутмалăх та пур вĕсен. Кунпа ытларах Владимир Михайловичăн çемйи ĕçлет. Михаил Кузьмичпа Галина Петровна вара вĕсене пулăшаççĕ. Пушă вăхăтра Михаил Кузьмич карçинкка çыхать, çав вăхăтрах сăвăсем шăрçалать. Сăвăсем çырма вăл 1964-мĕш çултанах пуçланă. «Ытарайми тăван тавралăх» ятлă сăвăсен пуххи те тухнă унăн. Çавна вуласах пĕлтĕм ĕнтĕ эпĕ Михаил Кузьмич В.Высоцкийпе çарта пĕрле пулнине. Сăвă çырать тенĕрен, çакна та каласа хăварас килет, Михаил Кузьмич аппăшĕ, Валентина Кузьминична та, питĕ пултаруллă çын. Пирĕн шкул, Тикаш шкулĕн историйĕ çинчен вăл кĕнеке çырса кăларнă.
Шкулта тĕрлĕрен тĕпчев ĕçĕсем тунă вăхăтра яланах эпĕ Тимушкинсем патне çул тытатăп. Вĕсем вара яланах ăшă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ.