Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пылак çимĕçсемпе сăйларĕç

«Ачасăр пурнăç - калчасăр уй-хир», - тенĕ ваттисен сăмахĕ паянхи кун та пĕлтерĕшлĕ. Ачасемсĕр кил-çурт та хăтсăррине чылай ашшĕ-амăшĕ лайăх ăнланать. Анчах та пирĕн хушăрах урăхларах шутлакансем те çук мар. Вĕсен ачисем вара тĕрлĕ сăлтавсене пула ашшĕ-амăшĕ пур çинчех тăлăха тăрса юлаççĕ тейĕн. Вĕсене вара çул çитмен ачасемпе ĕçлекен реабилитаци центрĕ хÿтлĕхе илет. Кунта вăхăтлăх пурăнакан çамрăк ăру валли вĕренÿпе пĕрлех тĕрлĕ мероприятисем ирттересси йăлана кĕнĕ. Акă ку хутĕнче те вĕсем Çĕнĕ çул уявне пур кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Кашни çулах Çĕнĕ çул ячĕпе Чăвашпотребсоюз «Ачасене - пылак çимĕçсем» ятпа акци ирттерет. Çавна май Вăрмар райповĕн ĕçченĕсем çак акцие кашни çулах хутшăнаççĕ. Çул çитмен ачасемпе ĕçлекен реабилитаци центрĕпе тачă çыхăну тытаççĕ, вĕсене кашни çулах Çĕнĕ çул уявĕпе саламлаççĕ. Çамрăк ăрăва 2011 çул ячĕпе райпо канашĕн председателĕ С.Харитонов, кадрсем енĕпе ĕçлекен заместителĕ Н.Семенова саламларĕç, пылак çимĕçсем парнелерĕç.

Çакна палăртмалла: Вăрмар райповĕ йывăр лару-тăрура ÿсекен çемьери ачасене тимлĕх уйăрнипе пĕрлех райпо системинче тăрăшакансен ачисене те кашни çулах Çĕнĕ çулпа саламлать. Çавна май 160 ача пысăк парнесене тивĕçрĕ. Унсăр пуçне Чăвашпотребсоюз тата потребкооперацин республикăри профсоюзсен комитечĕ ачасене халалласа Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Çĕнĕ çул уявĕ ирттернĕ. Унта пирĕн районти потребкооперацинче вăй хуракансен хĕр ачисемпе арçын ачисем 10 хутшăннă.



14 января 2011
00:00
Поделиться