Пирĕн куç пурне те курать
Раççей Федерацийĕн прокуратурине йĕркеленĕренпе 289 çул çитнĕ тĕле Вăрмар район прокуратури хăйĕн 2010 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарать.
РФ Президенчĕн 1995 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн РФ Прокуратура ĕçченĕн кунне январĕн 12-мĕшĕнче уявлама пуçланă. Çак паллă кун историри тепĕр пулăмпа та çыхăннă. 1722 çулхи январĕн 13-мĕшĕнче Петĕр патша Указĕпе килĕшÿллĕн Раççейре малтан пулман çĕнĕ патшалăх институчĕ - прокуратура йĕркелеме шутланă. Император шучĕпе ăна чи малтанах патшалăх аппарачĕн ĕçĕ-хĕлне контрольлекен орган пек йĕркеленĕ. Каярах вара прокуратурăна патшалăх влаçĕн ытти органĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, предприятисемпе организацисем, учрежденисем саккуна епле пурнăçласа пынине тĕрĕслеме ирĕк панă.
2010 çул тăршшĕпе район прокуратури пурĕ 1425 саккуна пăснă тĕслĕх тупса палăртнă. Прокуратура кашни тĕслĕхе тĕпчесе тивĕçлĕ йышăну тунă. Çак тĕллевпе 307 право акчĕ пирки протест тунă, хирĕçленĕ, суда 6952 пин тенкĕлĕх шыраса илме 737 заявлени тăратнă, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисен, организацисен, учрежденисен руководителĕсене 259 представлени тăратнă, вĕсене пăхса тухнă хыççăн 231 çынна дисциплинарлă, 151 çынна административлă йĕркене пăснăшăн административлă явап тыттарма палăртнă, должноçри 16 çынна саккуна пăсма юраманни пирки асăрхаттару панă, 8 çын ячĕпе уголовнăй ĕç пуçарнă, пурне те вĕсене судра тĕрлĕ йышши явап тыттарнă. Район прокуратури суда паракан заявленисем граждансен социаллă прависене хÿтĕлеме пулăшаççĕ. Çапла 737 заявленирен 695-шне суда граждансен интересĕсене хÿтĕлеме янă. Вĕсенчен 569-шне Вăрмар районĕнчи пĕрремĕш номерлĕ миравай суд участокне ĕçлесе илнĕ 3200 пин тенкĕ укçана шыраса илме заявлени панă. Миравай судья пăхса тухнă, тивĕçлĕ решенисем йышăннă.
Иртнĕ çул район прокуратури оперативлă шырав органĕсем саккуна епле пурнăçланине тĕрĕсленĕ. Саккуна пăснă тĕслĕхсем тупса палăртнă, прокуратура тивĕçлĕ решенисем йышăннă хыççăн вĕсене пĕтерме пултарнă. Вăрмар район сучĕ тата миравай судья 2010 çулта пурĕ 107 уголовнăй ĕç пăхса тухнă. Пур ĕçпе те район прокуратурин ĕçченĕсем патшалăх енчен айăпланă çĕре хутшăннă. Çавăн пекех прокуратура ĕçченĕсем судра 91 гражданла ĕçе пăхса тухнă çĕре хутшăннă.
Çакă коллектив членĕсем тăрăшуллă пулнинчен килнĕ. Акă вĕсем: район прокурорĕн заместителĕ Г.Демьянов, район прокурорĕн аслă пулăшуçи Ю.Никифоров, район прокурорĕн пулăшуçи А.Филиппова, Э.Гордеева специалист, Д.Никулин водитель. РФ Прокуратура ĕçченĕн кунĕ ячĕпе эпĕ район прокуратурин ĕçченĕсене, Раççей прокуратурин ветеранĕсене чунтан-чĕререн саламлатăп, сывлăх, ĕçре ăнăçу, çемьере телей сунатăп.