Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăрçă ветеранĕсене - хваттерсем

РФ Президенчĕн «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» Указĕпе килĕшÿллĕн пирĕн районта иртнĕ çул Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксен тăлăх арăмĕсем пурĕ 6 çын Вăрмар поселокĕнчи Порфирьев урамĕнчи 24 хваттерлĕ çурт-йĕрте хваттерсем илнĕ. Ку вĕсемшĕн Çĕнĕ çула чăн-чăн парне пулчĕ.

Асăннă çуртра аслă ăрури çынсене пурăнмашкăн пур условисем те пур: кунта шыв пăрăхĕ, канализаци, çут çанталăк газĕ кĕртнĕ. Çавăн пекех хваттерсенче газ плити, унитаз, раковина, ваннăй вырнаçтарнă. Пĕтĕмĕшле каласан Европа шайĕнчи хваттерсенчен пĕрре те кая мар. Çак çурта кĕске вăхăтра «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществин ĕçченĕсем хăпартрĕç.

Ватăсем Раççей, Чăваш Республикин Правительствине, район администрацине пысăк пулăшу кÿнĕшĕн ырă сăмахсем каларĕç. «Çакăн пек ăшă та хăтлă хваттерсемпе пире тивĕçтернĕшĕн эпир, аслă ăрурисем, чунтан савăнатпăр», - тет Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Энĕшпуçĕнчи Николай Максимович Власов. Хваттер уççисене çавăн пекех А.Савкова (Пĕчĕк Енккасси), А.Матвеева (Кĕтеснер), М.Борисов (Çĕнĕ Вĕренер), О.Туйми (Шăхаль), Ф.Прокопьева (Вăрмар поселокĕ) илчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ватăсене хваттерсем илнĕ ятпа саламларĕ, çирĕп сывлăх сунчĕ. «Хăтлă хваттерсенче нумай çул пурăнмалла пултăр. Эсир çакна чăннипех те тивĕçлĕ», - терĕ Константин Владимирович. Çавăн пекех «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ Н.Зайцев, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Иванов ветерансене саламларĕç.

Çакна палăртмалла: пирĕн районта çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансем, вăрçăра пуçне хунă салтаксен тăлăх арăмĕсем пурĕ 122 çын учетра тăраççĕ, вĕсенчен 64-шĕ çурт-йĕр илмешкĕн патшалăх сертификачĕсене илнĕ.



14 января 2011
00:00
Поделиться