Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ăсталăх туптанать

Район центрĕнчи «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕн алăкĕсем спорта юратакансемшĕн яланах уçă. Кунта уçнă бокс секцине çамрăксем йышлăн çÿреççĕ. Г.Николаев тренер вĕсене кĕрешÿ мелĕсене, вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшать.

«Бокс хăюллисене юратать. Ăс-тăна вĕренÿре пух, хăюлăха - кĕрешÿре», - çак каларăша час-часах аса илтерет вăл хăйĕн воспитанникĕсене. Занятисене палăртнă вăхăтра, çÿллĕ шайра ирттерме тăрăшать. Çине тăни, вăй хуни сая каймасть. Секцие çÿрекенсенчен хăшĕ-пĕрисем палăрмаллах çитĕнÿсем тума пуçларĕç. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекен Костя Павлов боксер перчеткине секцие çÿреме пуçласан кăна тăхăннă-ха, апла пулин те хăйĕн кĕрешÿри ăсталăхне туптасах пырать. Иртнĕ çул вăл Шупашкарта 1994-1995 çулсенче çуралнă çамрăксем хушшинче СССР тава тивĕçлĕ тренерĕн М.Степановăн призĕсене çĕнсе илессишĕн оборонăллă-массăллă уйăхлăха хутшăнса Пĕтĕм Раççейри уçă турнирта 58 килограмм таран таякан спортсменсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă.

«Алмаз сапаланчăкĕсем» спорт клубĕн воспитанникĕ Костя Павлов Зеленодольск хулинче Çĕнĕ çул умĕн ирттернĕ уçă турнирта та пысăк çитĕнÿ турĕ. Турнира Мари Эл, Удмурт, Чăваш Республикинчен, Тутарстанран чылай çамрăксем пухăннă. Апла пулин те Вăрмар каччи çухалса кайман.

- Тутарстан çамрăкĕнчен Максим Зилановран Костя çăмăллăнах выляса илчĕ. Финалта вара унăн Раççей зонин çĕнтерÿçипе, Тутарстан чемпионĕпе, пĕрлештернĕ командин членĕпе Аким Набилуллинпа кĕрешме тиврĕ. Çивĕч кĕрешÿре вăл выляса ячĕ пулин те, çак пысăк турнирта иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Çакă Костьăшăн пысăк çитĕнÿ, - савăнăçне пытараймасть Геннадий Меркурьевич Николаев тренер.



18 января 2011
00:00
Поделиться