Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçе чунпа парăнсан

Республикăри тĕп хуламăрти Патшалăх вырăс драма театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалласа иртнĕ чаплă уявра журналистсемпе полиграфистсене Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев, Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р.Лизакова саламларĕç, чи пултаруллисене патшалăх наградисене пачĕç.

«Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕн заместителĕ Г.Максимов тивĕçнĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсенче чылай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн «Порецкие вести» район хаçачĕн тĕп редакторĕ Г.Карпов тата Наци радиовĕн аслă редакторĕ О.Прокопьев Тав çырăвне тивĕçрĕç.

ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ В.Мидуков калем ăстисен пултарулăхне палăртрĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе «Хыпар» издательство çурчĕн бухгалтер-кассирне Н.Архипована, ЭВМ операторне А.Волкована, Вăрнарти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн яваплă секретарьне С.Чикмякована наградăларĕ.

Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р.Лизакова 105 çул каялла Чăваш Ен историйĕнче чи паллă пулăм «Хыпар» хаçат никĕсленни çинчен пĕлтерчĕ. Министр çавăн пекех хăйĕн калаçăвĕнче юлашки çулсенче журналистика ĕçĕнчи ÿсĕмсем тата малашлăх тĕллевĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

ЧР Журналисчĕсен союзĕн председателĕ В.Комиссаров профессиллĕ ĕçре пысăк ÿсĕмсем тунăшăн премисем пачĕ. «Советская Чувашия» хаçат обозревателĕ Л.Арзамасова, «Чăваш Ен» ПТРК корреспонденчĕ З.Паршагина Çемен Элкер преми лауреачĕн ятне тивĕçрĕç. Николай Никольский ячĕллĕ премие «Хыпар» хаçатăн пай редакторĕ Р.Власова тивĕçлĕ пулчĕ. Леонид Ильин ячĕллĕ преми лауреачĕсем - «Хыпар» хаçатăн пай редакторĕ В.Григорьев тата Етĕрне районĕн «Ĕç ялавĕ» хаçачĕн пай редакторĕ Е.Казакова.

Уяв савăнăçлă концертпа тăсăлчĕ. Унта республикăри творчествăлла коллективĕсен ушкăнĕсем пичет ăстисене хăйсен юрри-ташшипе чылай савăнтарчĕç.



18 января 2011
00:00
Поделиться