Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чăн-чăн парне

Иртнĕ 2010 çул вĕçĕнче районти паллă спортсменсен пурнăçĕпе спортри çитĕнĕвĕсемпе паллаштаракан икĕ кĕнеке кун çути курчĕ.

А.Хованский журналист калăпланă «Пĕр тăван Таратинсем» кĕнекепе В.Цыфаркин тавра пĕлÿçĕ пирĕн хаçат урлă тĕплĕн паллаштарнăччĕ. Халĕ сăмах Кавал ялĕнче пурăнакан Н.Дмитриев хăйĕн ентешĕ, хăлха начар илтекенсем хушшинче шашка вăййи енĕпе чи малтан республикăра СССР спорт мастерĕ ята илнĕ А.Фоминпа паллаштаракан «Первый мастер» кĕнеке пирки пулĕ.

62 страницăран тăракан кĕнекере Николай Иванович 1956 çултан пуçласа Раççей, 1965 çулта СССР чемпионачĕсене хутшăннă, 1954, 1955 çулсенче ялти спортсменсем хушшинче СССР чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ Анатолий Петрович Фомин çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Анчах ку паллă шашистăн пурнăçне сăнлакан ĕç çеç мар - шашка вăййин тĕнчери, Раççейри, Чăваш Енри аталанăвĕ, пирĕн спортсменсем пĕрремĕш çитĕнÿ туни, Вăрмар район ентешлĕхĕ сывă пурнăç йĕркине аталантарассишĕн мĕнле ĕçлени - пурте пĕр тĕвве çыхăннă. Шашкăсене чылайăшĕ куçарма пĕлетпĕр пулин те, хăш-пĕр чухне мĕншĕн çак вăййа тĕплĕнрех алла илмен-ши текен шухăш та çуралать кĕнекесене тимленĕ май. Уйрăмах çак шухăшсем А.Фомин тĕрлĕ паллă шашистсемпе тупăшнă этюдсене пăхнă хыççăн (вĕсем кунта - 35) çуралаççĕ. Ăннă, ăнăçлă кĕнеке, шашка вăййине юратакансем валли чăн-чăн парне.



18 января 2011
00:00
Поделиться