Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ырă йăла малаллах тăсăлтăр

Кашни çĕнĕ пуçлăх чи малтанах хăй мĕн шутласа, палăртса хунисене пурнăçа кĕртме тăрăшать. Анчах çав вăхăтрах ун умĕн çак должноçа йышăннă çыннăн ырă пуçарăвĕсене те тытса пымалла.

Çакна шута илсе ĕçлет те ĕнтĕ пĕлтĕрхи октябрĕн 10-мĕшĕнче Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма суйланнă Н.Борисов. Хăй вăхăтĕнче ун умĕнхи ял ертÿçи Г.Эверсков ял тăрăхĕн пуçлăхĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн мини-футболла выляс енĕпе урамсен командисем хушшинче турнир ирттерме пуçланăччĕ. Николай Иванович çак пуçарăва малалла тăсрĕ. Çамрăкрах чухне хăй те спортпа туслă пулнăскер сывă пурнăç йĕркине тытса пыни çамрăксене сывлăхлă пулма, пурнăçра тĕрĕс çул-йĕр суйласа илме пулăшнине лайăх ăнланать. Ăмăртăва - Уйкас, Виçпÿрт, Çĕнкас, Мерекасси, Ешкипе, Туçи урамĕсен тата ветерансен командисем хутшăнма кăмăл турĕç.

Вăйăсем Кивĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн стадионĕнче иртнĕ май, командăсем малтан спортзалта ретĕн-ретĕн тăрса тухрĕç. Вĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Борисов, шкулта пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсене вĕрентекен А.Никифоров, спорт энтузиасчĕ В.Григорьев саламларĕç.

Тупăшу чылайччен тăсăлчĕ. Январь май уйăхĕ мар пулин те, вăйăсене курас текенсен йышĕ чакмарĕ кăна мар, хушăнсах пычĕ. Çивĕч кĕрешÿре Виçпÿрт урамĕн (кассин) команди пĕрремĕш, Çĕнкассем иккĕмĕш, Ешкипесем виççĕмĕш пулчĕç. Пурте вĕсем ял тăрăхĕн пуçлăхĕн парнисене тивĕçрĕç. Чи çамрăк, чи аслă тата чи пултаруллă тапса вылякансем те парнесемсĕр юлмарĕç. Спонсор пулса ял тăрăхĕсĕр пуçне Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ В.Петров пулăшрĕ.



18 января 2011
00:00
Поделиться