Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Йĕлтĕр сезонĕ уçăлчĕ

Çĕнĕ çул умĕн Вăрмар поселокĕнчи Культурăпа кану паркĕнче хĕллехи йĕлтĕр сезонĕ уçăлнă ятпа ăмăрту пулчĕ. Сезон уçăлнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин хутшăнчĕ.

Тупăшăва 200 яхăн спортсмен тухрĕ. Тĕрлĕ ушкăнсенче тупăшрĕç йĕлтĕр спортне юратакансем.

1997 çулта çуралнă тата унтан кĕçĕнрех арçын ачасенчен пĕрремĕш вырăна В.Иванов (Энĕшпуç шкулĕ) çĕнсе илчĕ. Н.Илларионовпа (Шăхаль), Н.Ленский (Тикаш) иккĕмĕш пулчĕç. Н.Артемьев (Чупай) - виççĕмĕш вырăнта. Хĕр ачасенчен çак ушкăнра Н.Крылова (Чупай) - пĕрремĕш, С.Матвеева (Кĕлкеш) - иккĕмĕш, Н.Цырульникова (Пинер) виççĕмĕш вырăнсенче.

1995-1996 çулхисем хушшинче Д.Максимов (Шăхаль шкулĕ, Хĕрлĕçыр) чи пултаруллă пулнине кăтартса пачĕ. М.Андреев (Чупай) - иккĕмĕш вырăнта. Виççĕмĕшне А.Ефремовпа (Пинер) Е.Егоров (Мăнçырма) пайларĕç.

Хĕр ачасем хушшинче С.Данилова (Кĕлкеш) абсолютлă чемпионка ятне тивĕçрĕ. Т.Пугачевăпа Л.Линга (Чупай) - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

1993-1994 çулсенче çуралнă арçын ачасенчен И.Ильин (Пысăк Енккасси) абсолютлă чемпион ятне çĕнсе илчĕ. И.Дмитриевпа А.Алексеев (Энĕшпуç) иккĕмĕшпе виççĕмĕш пулчĕç.

Çак ушкăнри хĕр ачасенчен малти призлă вырăнсене Л.Васильева, И.Долгова (Чупай), О.Александрова (Пысăк Енккасси), А.Петрова (Энĕшпуç) çĕнсе илчĕç.

Çитĕнсе çитнисем хушшинче те хĕрÿ кĕрешÿ пычĕ.

29 çула çитмен арçынсенчен А.Топтыгин (Çĕнĕ Мăнтар) çĕнтерчĕ.

30-39 çулхи арçынсенчен Г.Васильев (Шăхаль) чи вăйли пулчĕ. Э.Мясниковпа (Кивĕ Вăрмар) О.Иванов (Энĕшпуç) - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

40-49 çулсенчи арçынсенчен пĕрремĕш вырăна Н.Павлов (Чулкас), иккĕмĕшне О.Мефодьев (Вăрмар поселокĕ) тухрĕç.

50-59 çулхи хĕрарăмсенчен Т.Ашмарина (Мăнçырма) çĕнтерчĕ.

60-69 çулхи арçынсенчен В.Васильев (Вăрмар поселокĕ) пĕрремĕш пулчĕ.

70 çулхи тата унтан та аслăраххисем ушкăнĕнче Н.Михайлов (Вăрмар поселокĕ) мала тухрĕ.

Çĕнтерÿçĕсене грамотăсемпе наградăланă, хаклă парнесем панă.



18 января 2011
00:00
Поделиться