Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çурт-йĕр ыйтăвне татса пама пулăшаççĕ

Çурт-йĕр çыннăн пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Çурт пулсан çемье тĕреклĕ, хăтлă. Хальхи вăхăтра çурт-йĕр ыйтăвĕ çамрăк çемьесемшĕн пысăк вырăн йышăнать. Çавна май çамрăк çемьесемпе специалистсене, ялта пурăнакан граждансене çурт-йĕр çавăрмашкăн патшалăх пулăшу кÿрет. Ку енĕпе пирĕн районта тĕрлĕ программăсем ĕçлеççĕ. «2012 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн ялта пурăнакан çамрăк çемьесене тата çамрăк специалистсене çурт-йĕр çавăрма федераллă, республика, район бюджечĕсенчен укçа-тенкĕ чылай уйăраççĕ. Унпа çамрăк çемьесем хăтлă çурт-йĕр çавăраççĕ, хваттер туянаççĕ. Сăмахран, çак программăпа 2006 çулта - 18, 2007 çулта - 19, 2008 çулта - 23, 2009 çулта - 8, 2010 çулта 10 çемье свидетельствăсем илнĕ.

«2012 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ» программăпа пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма ялта пурăнакан тата унтах ĕçлекен граждансене патшалăх пысăк пулăшу кÿрет. 2009 çулта çурт-йĕр çавăрма ялта пурăнакан тата ĕçлекен граждансем пурĕ 12 çемье патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ пулсан, 2010 çулта ăна 13 çемье илнĕ.

Пĕтĕмĕшле каласан çурт-йĕр ыйтăвĕпе ĕçлекен федераллă, республика пĕлтерĕшлĕ программăсем кăçал та вăйра.



21 января 2011
00:00
Поделиться