Алла усса лармаççĕ
Çĕнĕ çул умĕн Эçпепе ял клубне тĕрлĕ сăлтавсене пула 2 уйăхлăха хупрĕç. Унта ĕçлекен культура ĕçченĕсем аптраса тăмарĕç, уява уçă сывлăшра урамра икĕ ларек хушшинче ирттерчĕç. Çанталăкĕ те питĕ лайăх пулчĕ. Ялти хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ В.Яковлев, С.Иванов, А.Борьков уяв ирттермелли вырăна юртан тасатса чăрăш вырнаçтарса пачĕç. Уяв ытти çулсенче клубра ирттернинчен те хаваслăрах, лайăхрах, пысăк шайра иртрĕ. Халăхĕ те ытларах пухăннă. Праçнике «Çĕнĕ çул каçĕнчи мыскара» сценари тăрăх А.Беспалова ертсе пычĕ. Ашапатман карчăк та пулчĕ кунта. Часах Хĕл Мучипе Юр пике килсе çитрĕç. Савăнăçлă уява илемлетекенĕсем çветкесем те пулчĕç, «чикан майрисем», «çĕнĕ мăшăрсем», тĕрлĕ «чĕр-чунсем». Уявра конкурссем, вăйăсем иртрĕç, юрă-ташă хуçаланчĕ. «Пятачок» ларек тытакан В.Денисов предприниматель килнисене хăналама кăнахвит парса пулăшрĕ. Электроэнергие вĕсен патĕнчен илтĕмĕр. Çĕнĕ çула пырайман вăрçă участникĕ, инвалид, тăлăх салтак арăмĕсем патне культура çурчĕн заведующийĕ Т.Иванова хăйĕн икĕ мăнукĕпе Хĕл Мучипе Юр пике тумĕ тăхăнса пылак кучченеçпе хăналама çÿрерĕç. Январĕн 7-мĕшĕнче Христос çуралнă таса та çутă кун ачасем «Вăрмарти çĕнĕ çул каçĕнчи мыскара» ятлă юмах тĕнчине чĕнчĕç ял халăхне. Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Федорова виçĕ тата ытларах ачаллă çемьесене кучченеç илме укçа уйăрса пачĕ. Ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А.Беспалова çав уявра парнесене ялти 7 çемьене çитерчĕ.
Январĕн 14-мĕшĕнче Г.Иванова культура çурчĕн ертÿçи ачасемпе çветке пулса ял тăрăх килĕрен-киле çÿрерĕç. Ачасем пÿрте кĕрсен: «Ачи-пăчи сывă пултăр, выльăх-чĕрлĕхĕ ăнса пултăр», - урайне тырă сапрĕç. Хальхи вăхăтра ачасем культура ĕçченĕсемпе отчет-смотра хатĕрленеççĕ. Г.Иванова вĕсене хăйĕн килĕнче хатĕрлет. Вĕсен килĕнчен çын татăлмасть тесен те йăнăш мар. Кăнтăрла аслăраххисемпе ĕçлет, шкул ачисем шкул хыççăн вĕсем патне клуба пынă пекех çÿреççĕ.
Çĕнĕ çулччен Вăрмар поселокĕнче иртнĕ Юр Пикесемпе Хĕл Мучисен конкурсĕнче Эçпепесем хăйсен «Чи лайăх уяв номерĕ» номинацире мала тухрĕç. Клуб хупă пулсан та Эçпепесем ĕçлеççĕ, ĕçне туса пыраççĕ.