Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Малалла тăсăлать

Статистиксемшĕн çыравăн тĕп тапхăрĕ вĕçленнĕ ĕнтĕ - халăхран ыйтса пĕлнĕ. Хуравсене кĕртнĕ ятарлă хутсене мĕн пур участокран Чăвашстата илсе çитернĕ.

Пĕтĕм документаци йышăннă тата тĕрĕсленĕ хыççăн иртнĕ çулхи декабрьтен тытăнса вĕсене çирĕплетнĕ йĕрке тăрăх тата çыхăну тĕлĕшпе мĕнле çырса тултарнине, çавăн пекех материалсене комплектланине, кашни портфель тăрăх пĕтĕмлетÿ тунине тата ăсату хучĕсене хатĕрленине тĕпчеççĕ. Çакă халăх çыравĕн материалĕсене автоматизаци мелĕпе тишкермешкĕн кирлĕ. Ăна вара ятарлă персонал - кодировщиксем пурнăçлаççĕ.

Кăçалхи январь уйăхĕн 11-мĕшĕнче вăхăтлăх персоналăн тепĕр категорийĕ - йĕркепе çыхăну контролĕн экономисчĕсем ĕçе пикенчĕç.

Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕн материалĕсене хатĕрлемелли тата пĕтĕмлетÿсем тумалли автоматизаци комплекслă тытăмĕ çĕнĕ технологи йышăнăвĕсем çинче никĕсленнĕ, вăл малтанхи кăтартусен пĕр-пĕтĕмлĕхне тата управне гарантилет, информаципе регион е федераци шайĕнче санкцилемен майпа усă курассинчен хÿтĕлет.



21 января 2011
00:00
Поделиться