Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Савăнăçа пĕлтеретпĕр

Нумай çул хушши тĕрлĕрен сăлтавсене пула эпир пурăнакан урамри çуртсене шыв кĕртес ĕç тытăнса тăчĕ.

Çапах та кĕтни усăсăр пулмарĕ. Кĕске вăхăт хушшинче Вăрмар поселокĕнчи Ленин урамĕнчи 33, Чапаев тăкăрлăкĕнчи 1-мĕш çуртсене таса шыв çитрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин çак ĕçе хăй ертсе пычĕ темелле. Районти нумай специалистсем пĕрле пуçтарăнса тăрăшни пирĕншĕн - ветерансемшĕн - ватлăх кунĕнче чăн-чăн савăнăç пулчĕ.

Çапла çак пархатарлă ĕçе ертсе пынă, пурнăçланă район администрацийĕн пуçлăхне К.Никитина, çурт-йĕрпе обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пай пуçлăхне А.Тихонова, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхне В.Иванова, Вăрмар районĕнчи «Урмарыводхоз» МУП пуçлăхне Ю.Иванова, çак организацин тĕп инженерне Н.Никитина, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пуçлăхне О.Викторова, И.Афиногенов предпринимателе, пур рабочисене те ĕçе пурнăçланăшăн тав сăмахĕ калас килет.

Малашне те çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатнă ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем, ăнăçусем сунатпăр.



21 января 2011
00:00
Поделиться