Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сивĕ шывĕ хăратмарĕ

Иртнĕ кунсенче Кавал ялĕнче çĕнĕ çветтуй вырăн уçăлчĕ. Ялти çăл куç çывăхĕнче Крещени уявĕ тĕлне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Алексеева, ял çыннисем тăрăшнипе шыва кĕмелли вырăн туса хунă.

Çăл куçа, шыва кĕмелли купальнăна Мăнçырмари Тихвински Турамăш Турăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид атте çветит тунă. Çак мероприятие ял-йыш активлă хутшăннă. Леонид атте пурне те Крещени уявĕпе саламларĕ, çакăн пек сăваплă ĕç тунăшăн тав турĕ. Çавăн пекех ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Надежда Апполоновна та кунта хутшăннă ял çыннисене тав сăмахĕ каларĕ.

Крещенире кашни çулах çынсем çулталăк тăршшĕпе сывлăхлă пулас тесе çветтуй шыва кĕреççĕ. Кавал ял тăрăхĕн çыннисем те çак кун купальнăри шыва кĕчĕç. Кÿршĕ ялсенчен те йышлăн пуçтарăнчĕç шыва кĕрес текенсем. Ватти-вĕтти таранах хĕллехи шартлама сивве пăхмасăрах шикленмерĕç кунта чÿхенме.

Çакăн пек сăваплă вырăн пурришĕн хĕпĕртеççĕ халĕ ял çыннисем.



21 января 2011
00:00
Поделиться