Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тимлемесен Турри те пулăшмасть

Республикăра ГИБДД ĕçченĕсем çул-йĕр çинче пулакан инкексен йышне чакарас тĕлĕшпе тĕрлĕ профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ. Чылай мероприятисем ачасен хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă. Апла пулин те 2010 çулхи вун пĕр уйăх хушшинче ачасемпе çыхăннă 186 инкек пулса иртнĕ. Ку иртнĕ 2009 çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 2,2 процент нумайрах. Çул çитмен 10 çамрăк çул çинче пулнă аварисене пула ĕмĕрлĕхех ашшĕ-амăшĕсенчен уйрăлса кайнă. Ку кăтарту 2009 çулхинчен 16,7 процент сахалрах пулин те, лăпланса лармаллине пĕлтермест. Çакна шута илсе республикăра, çав шутра пирĕн районта та декабрĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 12-мĕшĕччен «Асăрхануллă пулăр: каникул!» профилактика мероприятийĕ иртрĕ. Чи малтанах хĕллехи каникул умĕн ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсенче ачасем çул çинче хăйсене мĕнле тытмалли çинчен калаçусем ирттертĕмĕр, водительсене çул çинче чарсах асăрхануллă пулма кирли, хăрушсăрлăх ременĕсемсĕр çула тухма юраманни çинчен аса илтертĕмĕр.



21 января 2011
00:00
Поделиться