Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Виçĕ пайран тăрать

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - федерацин 2010 çулхи декабрĕн 8-мĕшĕнчи 345-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пулăшу пуххин тытăмĕ улшăнчĕ.

Федераци çăмăллăхçисем тивĕçекен соцпакет виçĕ пайран - эмел, санаторипе курорт сиплевĕн, транспорт пайĕсенчен тăрать. Пĕрремĕшĕ врач рецепчĕ тăрăх тÿлевсĕр эмелпе, медицина тĕллевлĕ изделисемпе тата сусăр ачасене апатлантармашкăн ятарлă çимĕçпе тивĕçтерессипе, иккĕмĕшĕ медицина кăтартăвĕсем тăрăх тĕп чир-чĕртен профилактика тумашкăн санаторипе курорт сиплевĕн путевкипе, виççĕмĕшĕ хула çывăхĕнчи пуйăспа çăмăллăхпа çÿремешкĕн тата хуласем хушшинчи транспортпа сиплев вырăнне тÿлевсĕр кайса килессипе тивĕçтерессипе çыхăннă.

Социаллă пулăшу пуххин тулли хакĕ - 705 тенкĕ: çав шутра медицина пайĕ - 543, санаторипе курорт сиплевĕн пайĕ - 84, транспорт пайĕ 78 тенкĕ.

Федераци çăмăллăхçисем ăна пĕтĕмпех, пĕр е икĕ пайне илме килĕшмесен те пултараççĕ. Енчен те вĕсем 2008-2010 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕчченхи тапхăрта соцпакета пĕтĕмпех е унăн пĕр пайне хирĕçленĕ тĕк е унăн пĕр пайне хирĕçленĕ тĕк (е çак ирĕкпе çĕнĕрен усă курма шухăшланă пулсан) ăна тепĕр хут илсе тăмашкăн (е хирĕçлемешкĕн) заявлени çырма пултараççĕ, вăл ыйтăва çĕкленĕ хыççăнхи тепĕр уйăхран 1-мĕш кунĕнчен вăя кĕрет.

Çĕнĕ саккун федераци çăмăллăхçисен кăмăлне шута илнĕ. Пĕрисене эмел кирлĕ, теприсене - санаторипе курорт сиплевĕ. Апла тăк уйăхсерен тÿлевсĕр эмеле тивĕçсе санатори сиплевĕ вырăнне укçа илме юрать. Е тепĕр майлă: хальхи йышăнăва улăштарас тĕллевлĕ пулсан кăна 2011 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен заявлени памалла. Малашне те унчченхи пекех юлтăр тетĕр тĕк ăна çырмалла мар.

Чăваш Республикинче федераци çăмăллăхçисем - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем, инвалида тухнисем, çар ĕç ветеранĕсем, вăрçă ветеранĕсен тăлăх арăмĕсем, радиаци катастрофине пула нуша курнисем - 113 пин çынна яхăн. Вĕсен 13 проценчĕ соцпакетпа е унăн пĕр пайĕпе усă курать.



21 января 2011
00:00
Поделиться