Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чи лайăххисене палăртма

Çак кунсенче Чăваш Енре «Чи лайăх выпускник-2011» проект старт илнĕ. Ăна ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви республикăри Çамрăксен ĕç биржи, вăтам тата аслă професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисен администрацийĕсем пурнăçа кĕртеççĕ.

Ку ĕç кăçалхи апрель уйăхĕчченех пырĕ. Çак тапхăрта профиль предметпа питĕ лайăх ĕлкĕрсе пыракан хĕрсемпе каччăсен - аслă шкула 2011 çулта пĕтерекенсен - ят-хушаматне электрон базине вырнаçтарĕç. Базăна ятарлă вăтам тата аслă професси пĕлĕвĕн пĕтĕм специальноçне кĕртеççĕ.

Проектăн тĕп тĕллевĕ - чи лайăх выпускниксене республикăри предприятисенче ĕç тупса парасси, организацисене хăйсене кирлĕ специалистсене суйласа илме пулăшасси, хастар çамрăксем Чăваш Ен тулашне яланлăхах каяссине чакарасси. Ăна апрелĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче - кăçал вĕренсе тухакансем валли йĕркеленĕ вакансисен ярмăркки вăхăтĕнче - пĕтĕмлетĕç. Пĕлме: 2010 çулта ку мероприятире 26 вĕренÿ заведенийĕ (пурĕ 760 ытла çын) хутшăннă.



28 января 2011
00:00
Поделиться