Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Коррупци çулĕ хупăнтăр

2010 çулта коррупципе кĕрешессипе çыхăннă саккунсене пурнăçланине сăнаса тăрасси Вăрмар районĕн прокуратурин приоритетлă тĕллевĕсенчен пĕри пулнă. Çавна май ку енĕпе пысăк тимлĕх уйăрнă. Коррупци тĕлĕшĕнчен преступленисене тупса палăртас тĕлĕшпе правăна сыхлакан органсен пуçлăхĕсемпе координаци тата ведомствăсем хушшинчи ларăвĕсенче пăхса тухнă, унти пĕтĕмлетÿсемпе тивĕçлĕ решени йышăннă. Коррупцие хирĕç кĕрешессипе саккуна пăснă тĕслĕхсемпе район прокуратури тĕрĕслев мероприятийĕсем ирттернĕ. Иртнĕ çул район прокуратури вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккунсене пăснă тĕслĕхсем тупса палăртнă, вĕсене прокуратура тĕрĕслевĕ ирттернĕ хыççăн пĕтернĕ. Ку енĕпе хула тата ял тăрăхĕсенче пĕтĕмпе 15 тĕрĕслÿ ирттернĕ. Коррупципе кĕрешессипе çыхăннă саккунсене пурнăçлассине сăнаса тăрас тĕлĕшпе иртнĕ çул район прокуратури саккуна пăснă 56 тĕслĕх тупса палăртнă, 2009 çулта ун шучĕ 45 пулнă. Йĕрке тăвас тĕллевпе муниципаллă право акчĕсем çине 25 протест çырнă, Вăрмар район судне тавĕç - 3, представлени 27 тăратнă, вĕсене пăхса тухнă хыççăн 22 çынна коррупци енĕпе саккуна пăснăшăн дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă. Акă «Выльăх-чĕрлĕх тата ытти чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен Вăрмарти ветеринари станцийĕ» патшалăх учрежденийĕн пуçлăхне П.Порфирьева должноçри полномочисемпе сĕмсĕррĕн усă курнăшăн, çавăн пекех Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулнă В.Данилова ултавлă ĕç тунăшăн, А.Антонов гражданин районти шалти ĕçсен пайĕн ОГИБДД сотрудникне взятка пама тăнăшăн Вăрмар район сучĕн приговорĕсемпе явап тыттарнă.

2011 çулта район прокуратури тата правăна сыхлакан органсем коррупцие хирĕç кĕрешес тĕллевпе тĕп задачăсене палăртнă, ку енĕпе ятарласа ĕç планĕ йĕркеленĕ.



28 января 2011
00:00
Поделиться